Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Салтаксен орденĕсене тăванĕсене панă

Салтаксен орденĕсене тăванĕсене панă

Канаш муниципаллă округ администрацийĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă салтаксем тивĕçнĕ «Хăюлăхшăн» орденсене вĕсен тăванĕсене панă.

Николай Толстов рядовой тата Юрий Бабанов лейтенант çĕршыва хÿтĕлесе çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăррăн пурнăçран уйрăлнă.

«Хăюлăхшăн» орден – салтак вилнĕ хыççăн та паракан наградăсенчен пĕри. Вăл çар çынни кăтартнă хăюлăх малалла службăра тăракансемшĕн тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетет.

Çĕршывшăн пуçне хунă салтаксен наградисене Канаш округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тата Канаш хулипе, Канаш, Тăвай районĕсемпе ĕçлекен çар комиссарĕ Евгений Семенов вĕсен çемйисене панă. Вĕсем пуçтарăннисене тав туса чĕререн хурланнине пĕлтернĕ, çемьесене пур енлĕн пулăшу кÿме хатĕррине çирĕплетнĕ.

Чăн-чăн геройсене, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене эпир яланах асра тытатпăр, вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *