Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин кӗперне юсама пуҫлаҫҫӗ.
Ӑна 60 ытла ҫул каялла хута янӑ. «Пурнӑҫ инфратытӑмӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн каҫӑна тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Калӑпӑшлӑ ӗҫе 2026-мӗш ҫулти юпа уйӑхӗччен вӗҫлемелле.
Юсав тапхӑррӑн-тапхӑррӑн иртӗ. Ҫакӑ транспорта малашне те чӑрмавсӑр ҫӳреме май парӗ.
Ҫавна май водительсене хула тӑрӑх урӑх маршрутсем суйлама сӗнеҫҫӗ.

