Паян Чăваш Енре республика Пуçлăхĕн суйлавĕ старт илнĕ, вăл виçĕ куна пырĕ. Суйлава ирттерме мĕнлерех хатĕрленнипе тĕплĕнрех республикăн Суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров паллаштарать.
Геннадий Семенович палăртнă тăрăх, сасăлава йĕркелеме тĕрлĕ шайри комиссисен 8352 членĕ хутшăнать. Суйлав умĕнхи кампани йĕркеллĕ иртнĕ – саккуна пăснă курăмлă тĕслĕхсене палăртман. Кĕрешӳ çивĕччине вара кандидатсем йышли çирĕплетет. Республика Пуçлăхне суйланас кăмăллисем – 5 кандидат. Унсăр пуçне вырăнсенчи депутатсене те суйламалла.
Суйлав участокĕсене йĕркелесе çитернĕ, суйлав бюллетенĕсене валеçсе панă. Суйлав комиссийĕсен членĕсене вĕрентнĕ. «ИнформУИК» проектпа килĕшӳллĕн суйлав комиссийĕсен членĕсем граждансем патне килĕрен çӳренĕ – çитес сасăлав çинчен информаци панă. Уйрăм çынсен çурчĕсене 100% çитнĕ. Суйлавçăсен 85,5% сасăлава хутшăнас кăмăлне çирĕплетнĕ. Çав шут-ран 58% хăйсем суйлав участокне пырĕç, 28% дистанци электрон сасăлавĕн мелĕпе усă курма палăртать, 10% килте сасăласшăн.
ДЭГ тенĕрен, паллă сăлтавсене пула интернет тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăрсан мĕн тумалли пирки те калаçу пулнă. «Форс-мажор пулмасса шанатпăр, анчах япăх лару-тăрăва та хатĕр пулмалла», – тенĕ Геннадий Семенович ДЭГ мелне суйласа илнисене суйлав учас- токĕсенче те йышăнма хатĕр пулассине çирĕплетсе.
Мускаври чăвашсем çине те алă сулман – тĕп хулара 14 экстерритори суйлав участокне йĕркеленĕ. Унта сасăлама 1043 çын заявлени панă. Кашни участокра видеосăнав вырнаçтарнă.

