Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун ҫумӑр ҫума пултарӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, вырсарникун вара сивӗтме тытӑнӗ.
Ҫитес тунтикун кӑнтӑрла термометр 12-17 градус кӑна кӑтартӗ. Ҫапах та ӑшӑ кӗҫех таврӑнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 25-мӗшӗнче республикӑна каллех тропика ӑшши килме пултарать.

