Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Чылайăшĕ спорт тата ырă ĕç тăвас енсене суйласа илет

Чылайăшĕ спорт тата ырă ĕç тăвас енсене суйласа илет


Правительство çуртĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе, наркотиксене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне профильлĕ министерствăсен, йĕрке хуралçисен тата муниципалитетсен ертÿçисем хутшăннă. Тĕллевлĕ мероприятие пуçтарăннисем çамрăксем хушшинче туса ирттерекен профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнă.
Чăваш Енре, çулталăк пуçланнăранпа, çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе 400 ытла мероприяти туса ирттернĕ. «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» тата «Таса ăру _ 2025» акцисене 10 пин ытла шкул ачисемпе студентсем хутшăннă.
«Çамрăксенчен чылайăшĕ спорт тата ырă ĕç тăвас енсене суйласа илнине эпир курса тăратпăр. Пирĕн тĕллев _ вĕсен мал ĕмĕтлĕ шухăш-тĕллевне пурнăçа кĕртме пулăшса пырасси тата çакна тума кирлĕ мĕнле майсем пуррине кăтартса парасси», _ тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн çамрăксен политикин Управленийĕн ертÿçи Алексей Иванов.
Çулталăкăн чи пысăк проекчĕ- сен йышне Пĕтĕм Раççейри «Вызов Первых» проекта кĕртме пулать. Вăл хăйĕн тавра спортăн 52 енне пуçтарнă. Çак проектпа килĕшÿллĕн «Çемье команди» фестиваль ирттернĕ, унта 4 пин ытла çын хутшăннă. «Лоцман-
Pro» акци 6 пин çамрăка хăйĕн тавра чăмăртанă. Çакнашкал мероприятисем çитĕнекен ăрун сывлăхне çирĕплетме тата çамрăксемпе вĕсен çемйисене регионăн спортпа çыхăннă пурнăçне хастар явăçтарма майсем туса параççĕ.
Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕç çирĕп аталанса пырать. Рес- публикăра ку енĕпе çулсерен 1500 ытла мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ. Çак йышра оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ, «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем, «ЮНАРМИЯ» фестиваль, «Нашим Героям» тата «Свеча памяти» акцисем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра туса ирттерекен мероприятисене çамрăксен пысăк йышĕ хутшăннине палăртнă. Çав вăхăтрах çак йыша кĕрсе ĕлкерейменнисене явăçтарассипе те ĕçлемеллине каланă.
Канашлура çавăн пекех наркомание хирĕç кĕрешмелли комплекслă ĕçсене пăхса тухнă, урамри наркореклама сарăлассипе кĕрешессине те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн
Администрацийĕн пресс-служби

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *