Куçса çӳрекен культура центрĕсем кăçал республикăри 325 яла çитнĕ, 50 пин ытла çын илемлĕ пултарулăх коллективĕсен, чăваш эстрада юрăçисен концерчĕсене курнă, кинофильмсем пăхнă. Çак хисепсем «Çемье» наци проектне ăнăçлă пурнăçланине çирĕплетеççĕ.
Чăваш Енре пĕрремĕш автоклубсем 2012 çулта Патăрьел тата Канаш округĕсенче ĕçлеме пуçланă. 2023 çулта «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Элĕк, Çĕмĕрле, Çĕрпӳ округĕсем валли виçĕ автоклуб туяннă. Хальхи вăхăтра ялсем тăрăх 14 мобильлĕ культура центрĕ çӳрет.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн позицийĕ çирĕп: вăл кашни муниципалитета куçса çӳрекен кану центрĕпе тивĕçтересшĕн. Çавна май çулталăк вĕçлениччен тата çичĕ машина туянĕç. Укçана муниципалитетсем патне çитернĕ.
Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври нихăш регионти муниципалитетра та автоклуб çук. Клубсем ялсене килни, сăмах май, халăха та килĕшет. Çынсем артистсене хапăл туса йышăнаççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем автоклуба шалтан тишкерме кăмăллаççĕ. Куçса çӳрекен культура центрне сценăпа, сасă оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсем 3-4 сехет пĕр тăхтавсăр концерт е кино кăтартма пултараççĕ.

