Иртнӗ канмалли кунсенче ял хуҫалӑх ярмӑрккисем хӑйсен ӗҫне вӗҫленӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енри муниципалитетсенче пурӗ 49 суту-илӳ лапамӗ ӗҫленӗ. Ҫак хушӑра регионта пурӑнакансем хамӑр ҫӗр ҫинче туса илнӗ тӗрлӗ продукци туяннӑ. Ҫӗрулмирен пуҫласа тӗрлӗ вӑрлӑх таранах.
Ярмӑрккари вырӑнсене фермерсем укҫасӑрах йышӑннӑ. Аслӑ ӑрурисене, сусӑрсене тавара килне ҫити тӳлевсӗр леҫсе панӑ.

