Суббота, 24 октября, 2026
Главная > Публикации > Вулавăш хăни – Альбина Юрату

Вулавăш хăни – Альбина Юрату


Çулсеренех пирěн республикăра Чăваш Наци библиотеки йěркелекен «Литературăллă Чăваш Ен» фестиваль-конкурс иртет. Кăçалхи конкурсра Чăваш кěнеке издательствинче 2024-мěш çулта кун çути курнă тěрлě жанрлă кěнекесем хутшăнаççě. Республикăри вулавăшсенче çак конкурс шайěнче тěрлěрен мероприятисем иртеççě.
Çěнě Чалкасси ялěнчи библиотекăра А.В. Любимова-Юрату поэтпа, прозаикпа, журналистпа тěлпулу иртрě. Сăмах май каласан, 2011-мěш çулта иртнě çак конкурсра Альбина Васильевнăн «Алфавит а-Я» кěнеки ачасем валли çырнă номинацире çěнтернě. Кăçалхи «Литературăллă Чăваш Ен – 2024» фестиваль-конкурсра çыравçăн «Пěр ывăç канфет» кěнеки проза номинацийěнче хутшăнать. Шăпах çак чун çимěçне пахаларăмăр та ěнтě тěлпулура. Проза жанрěпе çырнă иккěмěш кěнеке ку авторăн.
Икě пайран тăракан кěнекере тěрлě çулта çырнă 19 калавпа прозăлла сăвăсем, эссесем, тěрленчěксем выр- наçнă. Тěлпулура Альбина Юрату кашни хайлавěпе кěскен паллаштарчě. Пурте вěсем авторăн тăванěсемпе çывăх çыннисен пурнăçěсенче чăн пулса иртнě самантсемпе çыхăннă. Кашни калавě чуна пырса тивет, шухăшлаттарать, пăшăрхантарать. «Калавсенчен чылайăшě куççуль витěр çырăнчěç. Кунта туслăхпа юрату кăна мар, ăмсанупа кěвěçӳ те, уйрăлупа çухату та пур», – каласа пачě çыравçă.
Кěнекере тата автор ашшěпе амăшне халалланă хайлавсем те пур. Мěн тери ăшă туйăмпа илемлě сăмахсем парнеленě вěсене хěрě. Чăваш хěрарăмě çинчен те çав тери ачаш, мăнаçлă çырса катартать прозаик. «Чăваш хěрарăмě, эсě – Чăваш çěршывěн тыткăчи» тениех мěнлерех вăйлă.
Вулакансем ыйтнипе Альбина Васильевна сăвă кěнекисемпе те паллаштарчě, чи килěшекеннисене вуласа та пачě. Тěлпулăва хатěрленсе, вулавăшăн çывăх тусě Михайлова Р.Г. сăвăçăн «Чěрě таврăнсамăр, ывăлсем» сăввине пăхмасăр вěреннě. Куççуль витěр шăранчěç йěркесем. Пăлханса итлерě А. Юрату та. Залра ларакансен те куçěсем шывланчěç.
Альбина Любимова сăввисемпе тěрлěрен композиторсем юрăсем хываççě. 750 яхăн вěсем паянхи куна. Вырăнти территори пайěнчи культура ěçченěсем унăн сăввипе хайланă «Эс пуртан, тăван» юрра шăрантарчěç.
Вулавăшра «Литературăллă Чваш Ен» конкурса тата сăвăçа халалланă кěнеке куравěсем йěркеленě. Вулакансем кураври çěнě кăларăмсемпе паллашма хавас пулчěç.
Тěлпулăва Çěнě Чалкасси, Малти Тукай, Иккěмěш Хурамал, Ушанар ялěсенчи чăваш литературине кăмăллакансем хутшăнчěç. Çакăн пек тěлпулусем вулакансен тěнче курăмне анлăлатма, кăмăл-туйăма пуянлатма, авторпа çывăхрах калаçма май параççě.
Татьяна Назарова,
Çěнě Чалкасси ялěнчи
вулавăш ертӳçи,
Татьяна Андреева,
Ушанар ялěнчи вулавăш ертӳçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *