Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 60-мӗш троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона та кӗрӗ.
Транспорт маршручӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнать. Малашне 60-мӗш троллейбус Шупашкар проспекчӗпе те иртӗ. Ҫӗнелнӗ схемӑра Галкин музыкант, Стартовая, Токарев, Ефимов урамӗсен чарӑнӑвĕсем те пулӗҫ. Унтан троллейбус Ҫӗнӗ Хула микрорайона ҫул тытӗ.

