Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче хулари Культура керменĕнче «Венок дружбы!» наци культурисен фестивалĕ иртнĕ.
Çак пĕлтерĕшлĕ уявпа ентешсене Канаш тăрăхĕн- чи депутатсен пухăвĕн председателĕ Олег Савчук самланă, вăл тĕрлĕ наци халăхĕсен культурипе йăли-йĕркине пĕр чăмăра пĕрлештерме май панине палăртнă.
«Венок дружбы!» фес- тивале хутшăнакансем Раççейре пурăнакан халăхсен пуян культурипе паллашнă. Ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнакан халăхсен юрри-ташшине пăхса савăннă, ăстасен ал ĕçĕсене курса хакланă.
Асăннă фестиваль пирĕн çĕршывра тĕпленсе пурăнакан халăхсен пĕрлĕхне тепĕр хутчен çирĕплетсе панă.

