Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мăкăр ялĕн культура çуртĕнче Чăваш тĕрри кунне халалласа «Чăваш тĕрри _ чун уççи» курав иртрĕ.
Курава хутшăнаканĕсем Чакаçри М.В. Серов ячĕпе хисеп- ленсе тăракан вăтам шкулти 5-мĕш класра вĕренекенсем тата вĕсен ертÿçи Светлана Лукьяновна Патшина пулчĕç.
Культура ĕçченĕ Вероника Иванова курава тăратнă тĕрлĕ ĕçпе, тĕрĕ илемĕпе паллаштарчĕ кăна мар, кашни тĕррĕн пĕлтерĕшĕ пирки каларĕ, вĕсен историпе культура тарăнлăхне уçса пачĕ. Çавăн пекех чăваш наци тумĕсен уйрăмлăхĕсене, тумтир капăрлăхĕн пĕлтерĕшĕсене ăнлантарчĕ.
Уява пĕтĕмлетсе Вероника Ивановна çапла каларĕ: «Эпĕ паян эсир, ачасем, чăваш чĕлхипе илемлĕ калаçнăшăн, тĕрĕллĕ тумпа пулнишĕн çав тери савăнатăп».
Паянхи уяв чĕрере ырă туйăм вăратрĕ, пурнăçа çĕнĕлле пăхма хистерĕ. Çакăн пек куравсем çамрăксене халăх йăли-йĕркине ăнланма, хисеплеме тата хаклама вĕрентĕç.
Вероника ИВАНОВА

