Воскресенье, 25 октября, 2026
Главная > Публикации > Паттăрсене асра тытса хоккей турнирĕ иртнĕ

Паттăрсене асра тытса хоккей турнирĕ иртнĕ


Канаш тăрăхĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене асăнса хоккей енĕпе турнир иртнĕ.
Спортсменсем Энтрияль салинчи пăр çине тухнă. Палăртса хăвармалла, çакнашкал астăвăм вăййи Владимир Васильевич Павлов ятне асра тытса 26 çул каялла пуçласа иртнĕ пулнă.
Турнира уçма Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов хутшăннă. Паттăрсен портречĕсен умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн пăр çине тăватă ушкăн тухнă. «Дальние Сормы» команда турнирта пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, «Гранит» ушкăн иккĕмĕш вырăна тухнă, «Шибылги» ?Энтрияль/ виççĕмĕш пулнă.
Турнир питĕ хĕрÿ иртнĕ, спортсменсем хăйсен ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартса панă. Вăййа йĕркелесе ирттерме волонтерсем те пысăк пулăшу кÿнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *