Суббота, 24 октября, 2026
Главная > Публикации > Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттернĕ

Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттернĕ


Ĕнер, нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Тĕлпулăва федераци тата регион шайĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналистсем кăна мар, ача-пăча тата студентсен медиа- центрĕсен хастарĕсем те йышлăн хутшăннă. Эфира инçет видео çыхăну мелĕпе тухакан журналистсем те пулнă.
Пресс-конференци трансляцине Наци телекуравĕпе ЮТВ телеканал кăтартнă, эфир çавăн пекех Наци радиовĕпе те пынă. Трансляцие «Контактра» социаллă сетьри Олег Николаевăн страницинче те сăнама май килнĕ.
Пысăк пресс-конференци икĕ сехет çура яхăн пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак вăхăтра журналистсен вăтăр ытла ыйтăвĕ çине хуравлама ĕлкĕр- нĕ. «Хыпар _ Вести Чувашии» Телеграмм-канал пресс-конференцири тĕп шухăшсене чăвашла пĕлтерсе тăнă, «Чувашинформ» _ вырăсла.
Пресс-конференцире хускат- нă ыйтусем регионти бизнеспа туризм аталанăвне, сывлăх сыхлавĕнчи улшăнусене пырса тивнĕ. Журналистсем республикăра авариллĕ çуртсенче пурăнакан çынсене çĕнĕ çурта куçарас ĕç епле пулса пынипе кăсăкланнă, хăмла ĕрчетекенсене паракан пулăшу мерисем çинчен ыйтса пĕлнĕ…
Олег Алексеевич кашни ыйтупах тивĕçлĕ хурав панă. 2025 çула пĕтĕмлетнипе пĕрлех республикăн 2030 çулчченхи аталану программин пирвайхи кăтартăвĕ- сене те уçăмлатнă. Пресс-конференцире ятарлă çар операцине хутшăннă паттăрсене тата çар тивĕçне пурнăçланă чухне пуç хунă ентешсен ячĕсене ĕмĕр асра тытассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. «Ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен кашниех _ уйрăм шутра. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пирĕн çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эпир вĕсемпе пĕрмай çыхăнса, вĕсен çемйисемпе те хутшăнса тăратпăр. «Хамрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакансен чунра пирĕн обществăна малалла та усă кÿрсе, пурнăçне çак ĕçе халалласа ирттерес туртăм вăйлă. Çакăн пек çынсем патшалăх тытăмĕнче питĕ кирлĕ», _ палăрт- нă регион ертÿçи Олег Николаев.
Эфирта уçăмлатса ĕлкереймен ыйтусем çине хуравсемпе çитес вăхăтра кашнинех туллин тивĕçтерĕç. Вĕсене яваплă ятарлă ведомствосем ĕçе илнĕ те ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *