Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ.
Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнта пурӑнакансем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне унӑн ятне пама йышӑннӑ.
Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ пулнӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

