«Живая Планета» телеканалпа пирӗн ентеш Анастасия Коваль ертсе пыракан «Заповедные миры» проект старт илнӗ.
Анастасия – «Присурский» заповедник зоологӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмра вӑл Кӑнтӑр Ҫӗпӗрпе паллаштарнӑ: Тувари тайгапа, пӑлан тытакансемпе, Азас юхан шывӗпе… Кӑларӑма Тувара кӑна мар, Кавказра та, Калмӑкра та ӳкернӗ. «Присурский» заповедникри пейзажсем те кадра лекнӗ.

