Пирӗн ентеш, Йӗпреҫ округӗнче ҫуралса ӳснӗ Андрей Малай режиссер, ҫӗнӗ фильм ӳкернӗ. Вӑл кӑҫал ҫуркунне экран ҫине тухӗ.
Ку кинокартина – ҫемьеллӗ мӑшӑр пирки ӳкернӗ романтика камичӗ. Тӗп рольсене выляканӗсем Ксения Бородина тата Алексей Чадов пулнӑ. Ҫавӑн пекех кадрсенче Роза Сябитова, Марк Бартон, Оксана тата Лея Самойловсем, Александр Рогов ӳкерӗннӗ.

