Мускаври «Тимирязев Центрӗнче» юпа уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче «Ылтӑн кӗркунне – 2026» агропромышленность куравӗ иртнӗ. Унта регионсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, форумра Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗпе 2030-мӗш ҫулчченхи пӗрлехи ӗҫсем пирки килӗшӳ тунӑ.
Тепӗр паллӑ пулӑм – хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ хӑмла тирпейлекен пӗрремӗш комплекса ӗҫе кӗртнине ҫирӗплетекен документа алӑ пусни. «Техмашхолдинг» пуҫтарнӑ техника «симӗс ылтӑна» татнинчен пуҫласа продукци тума ӑсатас тап-хӑр таран тирпейлет. Машина ҫӗршыври паллӑ сӑра вӗретекен предприятие панӑ.

