Пятница, 23 октября, 2026
Главная > Публикации > Мăкăрпа Катек ялĕсен историйĕ

Мăкăрпа Катек ялĕсен историйĕ

Мăкăрпа Катек кÿршĕллĕ ялсем пулаççĕ. Иккĕшĕ те ĕлĕкренпех 1782 çулччен малтан Тукай, ун хыççăн Иккĕмĕш Тукай вулăсĕнче шутланса тăнă. Тата Мăкăр ялĕнче çуралса ÿснĕ философи ăслăлăхĕсен докторĕ Г.М. Матвеевпа педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Е.В. Васильев Мăкăрпа Катекри чăвашсем 1651-1720 çулсем хушшинче пĕрле пĕр ялта пурăннă тесе çырнă. 1720 çул хыççăн вара Мăкăрсем уйăрăлса тухса килĕсене хальхи вырăна куçарса лартнă тесе ăнлантарнă.

Ку авторĕсем пирки Чăваш энциклопедийĕнче çапла çырнă. Тексчĕ- сене кĕскетсе çыртăм.

«Матвеев Геннадий Матвеевич (26.5.1933, д. Мокры Канаш. р-на – 20.12.2019, с. Ишлеи Чебоксар. р-на) – философ, доктор философских наук, доцент (1976). Окончил Канаш. учительский институт (1955), Моск. государствен. университет (1964), там же аспирантуру (1973). Работал завучем, директором в школах Канаш. р-на (1955–59), науч. сотрудником в ЧНИИ (1966–67). В 1967–81, с 1984 в Чуваш. государствен. университете, стар. преподаватель, доцент, профессор. Доктор. диссертацию защитил в 2007 на тему: «Мифоязыческая картина мира этноса».

«Васильев (Бурзуев) Егор Васильевич (13.6.1936, д. Мокры Канаш. р-на – 13.8.2023, Чебоксары) – доктор педагогических наук, профессор (1997). Окончил историко-филологич. факультет Чуваш. государствен. педагогич. института (1959), заочное отделение историч. факультета Чуваш. государствен. университета (1973), аспирантуру в ЧГПИ (1973). С 2002 – зав. кафедрой гуманитарных дисциплин филиала Моск. государствен. социального университета в Чебоксарах. В 1996 защитил доктор. диссертацию на тему «Теоретическая и практическая подготовка студентов к воспитанию у учащихся гуманности в сфере межнациональных отношений». Автор 350 науч. публикаций по различным отраслям педагогич. наук. Заслуженный деятель науки Чуваш. Респ. (2001)».

Ушанарти тĕпчевçĕ Л.И. Иванов та вĕсене майлă çырнă. Малалла унăн сăмахĕсене çырап.

«Далее приводится выдержка из документа 1762 года ссылающегося на дозорную книгу 1651 года: «…крестьяне деревни Мокры переселились в 1651 году вместе и жили в деревне Напольные Котяки при овраге Мăкăр Упи, а в 1720 году перебрались на нынешнее место».

Анчах та хăшĕ хăшĕнчен çырса илнĕ-ши тесе шутлатăп? Тата çав тĕлĕнтерет. 1651 çулта ĕлĕкхи архиври хут çине «…крестьяне деревни Мокры переселились в 1651 году вместе и жили в деревне Напольные Котяки» тата малалла чăвашла «Мăкăр Упи» тесе чăнах та çырнă-ши? Тата крестьяне деревни Мокры  çак документ ман ал айĕнче те пур. Анчах та ушанарти Л.И. Иванов  çырнă сăмахсене çав архиври документра шыраса тупаймарăм. Апла пулсан тĕпчевçĕ-сем чухăмла е суя çырса ăнлантарма тăрăшнă. Çак суя сăмахсене интернетри Википеди çине те кĕртнĕ. Текстсене Википедине кĕртекенни Чăваш Республикинче ертсе пыракан  Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ пулать пулмалла. Тата вырăсла ăнланмасăр тĕрĕс мар çырнă «…крестьяне деревни Мокры…» сăмахсене ăнлантарса парасшăн. Ĕлĕкренпех Христос сăнĕпе хĕресе мăй çинче çакса çÿрекен çынна крестьянин теççĕ. Ун пек хĕресе вара тĕне кĕнĕ çын анчах çакма пултарнă. Тата Христос туррине ĕненекенсене «христианин» тенĕ. Чăвашсене ушкăнĕ-ушкăнĕпе 1747 çултан пуçласа тĕне кĕртме пуçланă. Çавăнпа та вырăссем нихçан та чăвашсене тĕне кĕртиччен крестьянин тесе çырман. Тĕне кĕртиччен тата 1651 çулхи хут çине чăвашсене «ясашные чуваши» е ытларах «черемисы» тесе çырнă.  

Чăваш энциклопедийĕнче Ф.Н. Козлов Мăкăр ялĕ пирки çапла çырнă:

«Мокры, Мăкăр – деревня в Канаш. р-не, Чагас. сел. поселения. Жители – чуваши.  В составе Второ-Тугаев., Новомамеев. волостей Цивил. у. в 18 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1719 – 19 дворов, 128 муж., 1747 – 198 муж.* 1858 – 46 дворов, 169 муж., 199 жен.».

Ман архиври документсем тăрăх, Мăкăр ялĕ чи малтан 1782 çулччен Тукай, ун хыççăн Иккĕмĕш Тукай, 1790 çулсем вĕçнелле Пĕрремĕш Татмăш ятлă вулăссенче шутланса тăнă. 1747 çулта тĕне кĕртнĕ пĕр арçын тата тĕне кĕмен 78 арçын пурăннă. 1780 çулччен Мăкăрта халăх шучĕ ÿсмен. Официальнă ирттернĕ перепиç тăрăх Мăкăрта 1858 çулта 72 кил пулнă е Ф.Н. Козлов 46 кил анчах кăтартать. Эпĕ авторĕ чухăм çырнисене кăртасшăн пултăм.  

Çав Чăваш энциклопедийĕнчех  Ф.Н. Козлов Катек ялĕ пирки çапла çырнă:

«Напольные Котяки, Катек – деревня в Канаш. р-не, Ачакасин. сел. поселения. Жители – чуваши. В составе Второтугаев., Новомамеев. волостей Цивил. у. в 18 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1719 – 45 муж.* 1747 – 89 муж.* 1858 – 259 муж., 285 жен.».

1717 çулхи перепиçре Çĕрпÿ районĕнчи Катек (халĕ Топнеры) тата унăн выççелкки Канаш районĕнчи Катек пирки çапла çырнă: «…той же дрвни Котяковы, которые перешед живут в дрвне Напольные Котяковы, 5 дворов…» е тепре чухне «той же дрвни из Подгородной Котяковки, которые перешед живут в дрвне Напольные Котяковы …». Çĕрпÿ хулинчен хальхи Топнеры ялне çитме 9 çухрăм патнелле утмалла. Пĕр пек ятлă ялсем хушшинче çухалас мар тесе Çĕрпÿ хули çумĕнчи ялне Подгородние Котяковы е аякрине Напольные Котяковы тесе çырнă.

Чăнах та 1747 çулта Хирти Катекре 89 арçын пурăннă. Вĕсен хушшинче тĕне кĕртнĕ çын пулман тесе хушса парасшăн.

Маларах ăслă тата паллă чăваш ученый шухăшĕсемпе Мăкăрпа Катек ялĕсем мĕнле майлă йĕркеленсе кайни çинчен çырса пĕлтертĕм. Анчах та эпĕ ăнланнă тăрăх çак ялсен историйĕсем пĕртак урăхларах пулса тухнă пек курăнать.

Аса илнĕ ялсем хушшинче паллă вырăн 1648 çул пулать. Çĕрпÿ хули тавралăхĕнче халăх йышлă пурăннипе сухаласа тырă акмалли вырăнсем сахаллансах пынă. Çавăнпа та Тукай вулăсĕнчи Ишмурзин Иштуганов çĕр пÿрт хуçи шутĕнчи Катек (халĕ Топнер ялĕ Çĕрпÿ районĕнче) ялĕнчи чăвашсем Хĕрлĕ çырма тăрăхĕнче Татмăшсен çĕрĕсем çумĕнче пушă усă курман çĕр лаптăкне тупнă. Хĕрлĕ çырман шывĕсем Кĕçĕн Çавала юхса тухаççĕ. Катек (Топнеры) ялĕн старости Байкака Байкучин халăхпа пĕрле Çĕрпÿ уесĕн князь Михайло Иванович Мещерской воеводăран çав вырăнти çĕре вĕсене 39 кил валли виçсе пама ыйтнă. Уесĕн çĕр лаптăкĕ халăх тăрăшнипе аталаннăшăн тата сухаласа тырпул акмалли çĕр лаптăкĕ-сем хутшăнса пынăшăн воеводăсене ырланă. Мĕншĕн тесен ун пек усăллă тунă ĕçсем ясак тата налук нумайтарах пуçтарса пырса патшалăха аталантарма пулăшнă. Çĕре виçсе параканни Иван Андреевич Франзбеков (1600-1660) межевик пулнă. Çĕрĕсем вара вĕсене ытларах çулти Хĕрлĕ çырма тăрăхăнчисем лекнĕ. Ун хыççăн Катекри (Топнеры)  чăвашсем çĕнĕ вырăнта тепĕр ял никĕслеме пуçланă. Çĕнĕ яла никĕсленекенсем Çĕрпÿ патенчи Катек ял старости Байкака Байкучинпа Шемяк Шемеков тата вĕсен тăванĕсемпе пуçанисем пулнă. Малтан ялне Хирти Катек тенĕ. Тата çав çулсенчех вырăс çар ĕçĕпе ĕçлекен Матвей Степанович Камецкийне те çав вырăнтах çĕр лаптăкне уйăрса панă пулнă. Анчах та Катексене çĕрне виçсе панă чухне Камецкой М.С. хă-йĕн уйĕнче пулман пирки межевикĕ чăвашсене çĕр чиккисене тĕп тĕрĕс туса парайман пулмалла. Çар ĕçĕпе ĕçлекен улпутсен час-часах хăйсен уйне килсе пăхма вăхăт пулман. Вĕсем ытларах хăйсен тарçисене е приказчиксем çине шаннă. Камецкий М.С. вилсессĕн çак вырăнти çĕр хуçи унăн ывăлĕ майор Димитрий Матвеевич пулнă. Вăл вăхăтра вĕсен тăван килĕ Çĕрпÿ уесĕнчи Рынкă салинче пулнă. Вырăсла çапла çырнă: «Дмитрий Матвеевич Камецкой имел свой двор и 3 двора крестьянских». Унăн пиччĕшĕ Иван Матвеевич та унтах хăйĕн килĕнче уйрăммăн пурăннă.

Димитрий Матвеевич çар ĕçĕпе ĕçленĕ пирки каллех çĕр ĕçĕпе тĕплĕ ĕçлеме тимлĕхне çитереймен. Димитрийĕн хĕрĕ Анисия Димитриевна службăра тăракан Демид Петрович Аркатова качча тухнă. 1755 çулта ăна майор звани панă.  Демид Петрович Аркатовăн та вăл вăхăтра тăван килĕ Рынкă салинчех пулнă. Çапла вара. Анисья валли упăшка тăван ялĕнчех тупăннă. Рынкă салипе Çĕрпÿ хули хушшинче икĕ çухрăм пулать. Май пур чухне чăвашсем вырăс улпут çĕрĕсемпе усă курма тăрăшнă. Вăхăт çитсен Анисья Димитриевна аслашшĕн тата ашшĕн çĕрĕсемпе хăйне майлă усă курма шут тунă. Анчах та 1762 çулта Хирти Катекри чăвашсем ăна çав çĕрсемпе усă курма ирĕк паман. Вара улпут хĕрĕ вĕсенчен çĕр хучĕсене ыйтнă. Анчах та чăвашсем ĕненмелли нимĕнле çĕр хутне те кăтартайман. Улпут хĕрĕн ирĕксĕрех чăвашсем çине патша патне жалăпă çырмалла пулнă. Кайран чăвашсем çапла ăнлантарса панă. Ялтан нумай çемьесем уйăрăлса тухса кайрĕç те çĕр хучĕсене вара пĕрле илсе тухса кайнă тенĕ. Çавăнпа та катексем Çĕрпÿ уесĕн воеводинчен çĕр виçсе панă докуменчĕн копине пама ыйтнă. Юлашкинчен çапла йышăннă. Анисья Димитриевăн аслашшĕне çак вырăнти çĕрне Хирти Катексенчен маларах панăшăн комисси улпутсем майлă килĕшÿ йышăннă. Мĕншĕн улпутсем тĕрĕс пулнине тепĕр калавра маллалла ăнлантарса пама тăрăшăп.

Маллали çитес номерте.

Александр СТЕКЛОВ,

«Сказание о чувашах»

 трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *