Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫипе Юрий Ямсковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Пӗрлехи ӗҫӗн кӑтартӑвӗсене тата малашнехи тӗллевсене сӳтсе явнӑ.
Пӗрремӗшӗ – кашни ыйтӑва тимлӗхе илесси. 2025 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ ҫине Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ 19 пин ытла ыйту килнӗ пулнӑ. Вӗсен 93 ытла проценчӗпе ӗҫленӗ те ӗнтӗ.
Тӗлпулура «Чӑваш Енӗн социаллӑ навигаторне» йӗркелессине те сӳтсе явнӑ. Социаллӑ тӳлев- сем тата пулӑшу мерисем ҫинчен тӗрӗс информаци илме пулӑшакан сервис аслӑ ӑрӑва валли уйрӑмах кирлӗ.
Иккӗмӗшӗ – пирӗн боецсене пур енлӗн пулӑшса пырасси. 2022 ҫултан пуҫласа Халӑх фрончӗ «Йӑлтах Ҫӗнтерӳ валли!» проекта пурнӑҫлать. Чӑваш Енре пурӑнакансем, предприятисем тата общество организаци- йӗсем малта пыракан техникӑна тата гуманитари грузне пуҫтарса пама пӗр йыша пӗрлешеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Халӑх фрончӗн «Ҫӗнтерӳ валли сехет» ҫӗнӗ акцине ырланине пӗлтернӗ, унта ӗҫлекен ҫынсем боецсене пулӑшма пӗр ӗҫ сехетне е суйласа илнӗ тепӗр тапхӑра тӳлессипе танлашакан укҫа-тенкӗ уйӑрма пултараҫҫӗ
«Чӑваш Енӗн пӗр-пӗрне пулӑшас ҫирӗп йӑла пур. Ҫынна е хамӑр ҫӗршыва хӳтӗлекенсене пулӑшмалла пулсан, эпир пӗрлешме пӗлетпӗр. Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре», – палӑртнӑ регион ертӳҫи Олег Николаев.

