Чӑваш Республикинче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2025 ҫулхи кӗнеке» конкурс старт илнӗ.
Ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Чӑваш Рес- публикин Культура министерстви, Раҫҫейри Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн регионти уйрӑмӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Унта 2025 ҫулта чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинаципе палӑртӗҫ. Тӗслӗхрен, «Чи нумай вуланакан кӗнеке», «Ачасемпе ҫамрӑксем чи нумай вуланӑ кӗнеке», «Литература критикӗсемшӗн чи лайӑх кӗнеке», «Вулав лидерӗ» тата ыттисем.
Онлайн-сасӑлав Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн сайтӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, ҫӗнӗ кӑларӑм хӑтлавӗсем тата куравсем пулӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсене раштав уйӑхӗнче пӗлтерӗҫ.
Хамӑр инф.

