Главная > канашен

Культура ĕçченĕн кунĕ тĕлне çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ

Ĕнер Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ. Ăна «Культура» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. Ял çыннисен савăнăçне çав кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕрле пайларĕ. Олег Алексеевич пушă алăпа килмен, вăл Юмансар ялĕнче ÿссе çитĕнекен ачасем валли «Раççейĕн тĕрленĕ картти» пазл парнелерĕ. Культура ĕçченĕн кунĕ умĕн çакнашкал хăтлă объект хута

Подробнее

Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене старт пачĕç

Юнкун Канашри муниципаллă округра Раççейри Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕсене старт пачĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие уçма муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата унăн çумĕ - вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева хутшăнчĕç. Ачасене пĕлÿ парас енĕпе Канаш енри пĕлÿ çурчĕсенче 500 ытла вĕрентекен тăрăшать. Вĕсем ĕçтешĕсен ламран-лама куçакан ырă йăли-йĕркине çирĕп

Подробнее

Çул сарнă ăстасене чыс та мухтав!

Çыннăн пурнăçĕнче çул пысăк вырăн йышăнать. Ахальтен мар-тăр, мĕн авалтан, ача çуралсан: «Сывлăху çирĕп, çулу телейлĕ пултăр», - тенĕ. Авалхи юмахсенче те çул çинчен çырни час-часах тĕл пулать. Тĕп сăнарсен виçĕ çултан пĕрне суйласа илме тивет. Эпĕ хаçат тусĕсене хальхи пурнăç çулĕ çинчен çырса пĕлтересшĕн. Сăмахăм Сиккасси сали, унта пурăннă тата пурăнакан

Подробнее

Ялсем çĕнелсе аталанни

Пулталурăх каçĕ иртнĕКанаш енре литература тата ÿнер енĕпе палăрнă пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Кăшнаруй ялĕнче çуралса çунатланнă Надежда Никитична Петрова-Степанова. Вăл литературăра тĕрлĕ жанрпа ăста çырать. Эпир вара, юрра-кĕвве кăмăллакансем, ăна Надежда Силпи ятпа пĕлетпĕр.Пĕлтĕр Кăшнаруй ялĕнчи культура çуртĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Фойере поэтессăн пурнăçĕпе тата

Подробнее

Шкулсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ

«Шкулти вĕрентÿ системине çĕнетесси» федераци программи Канашри муниципаллă округра ăнăçлă ĕçлет. Вăл вун-вун çул хушшинче юхăннă пĕлÿ çурчĕсене тĕпрен çĕнетме май парать. Çак тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2022 çулта Чакаç тата Вырăскас Пикших вăтам шкулĕсене юсанă. Строительсем шкулсене кăшкарĕ таран сÿтнĕ, унтан шалтан тата тултан çĕнĕ «тум тăхăнтартнă». 2023 çул пуçламăшĕнче асăннă

Подробнее

Фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнелеççĕ

Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетес енĕпе ĕçлекен программăпа килĕшÿллĕн Канашри муниципаллă округра Сителте, Вырăскас Пикшихре, Çĕнĕ Шелттемре тата Тукайра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем тăваççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 5 млн тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Тăватă ялти ФАПсене çĕклеме ООО «Ском 21» подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. Виçĕ ФАПа июнь вĕçĕ тĕлне туса пĕтермелле,

Подробнее

«Ÿркенмен ăста пулнă», — теççĕ. Вăл тем ĕçе те пултарать

Халĕ утмăл саккăрта пыракан Алексеева Галина Васильевна хĕрĕх çула яхăн тĕп район больницинче медицина сестринче вăй хунă. «Ывăл авлансан мăнук çуралчĕ те, ĕçрен тухма тиврĕ», - чунне уçса каласа парать Галина Васильевна. - Килте, пахчара, мăнуксемпе тăрмăшса вăхăт ирттереттĕм. Унтан паллакансемпе пĕрле Мускава кăçатă сутма çÿреме тытăнтăм. Вырăс майрисем хитререн

Подробнее

Карăклă территорийĕн пайĕ

Ачасен ĕмĕтне пурнăçланă Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Юмансар ялĕнче пурăнакан Максимовсем патĕнче хăнара пулнă. Олег Алексеевич «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акципе килĕшÿллĕн 16 çулти Константина телескоп парнеленĕ. Константинăн ĕмĕчĕ Мускаври асамлă чăрăш çинчи шарсем хушшинче хăйĕн вăхăтне кĕтнĕ, ăна Олег Алексеевич тĕп хулара ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă чухне алла

Подробнее

Янкăлч салинче çĕнĕ шкул стройки пуçланчĕ

Янкăлч салинче çитес вăхăтра шкул-садик тума тытăнасси çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса пĕлтернĕччĕ. Проектпа килĕшÿллĕн унта аслă ÿсĕмри ачасем валли - 165, кĕçĕн çулхи пепкесем валли 40 вырăн пулĕ. Çĕнĕ шкул хăпартма килĕшнĕ подряд организацийĕ, «Булат» тулли мар яваплă пĕрлĕх, хăйне вăрах кĕттермен. Кирлĕ хутсене алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн строительсем тÿрех

Подробнее

Çĕнĕ сортсемпе паллашнă

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта «Каскад» суту-илÿ центрĕнче «Çĕр улми» курав иртнĕ. Вăл икĕ куна пынă. Унта пирĕн муниципаллă округран та пысăк делегаци хутшăннă. Курава пуçтарăннисем ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕпе паллашма тата унăн вăрлăхне туянма пултарнă. Мероприятире çĕр улмисĕр пуçне пыл, чей, хунав тата ытти çимĕçе хаклама сĕннĕ. Курава Чăваш

Подробнее