Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Аттепе анне юнашар чухне чун-чĕре сарать мăшăр çунатне

Аттепе анне юнашар чухне чун-чĕре сарать мăшăр çунатне

«Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта» е «çÿпçи май хупăлчи» тет халăх каларăшĕ. Илемлĕ те килĕшÿллĕ, пĕрне-пĕ-ри çур сăмахран ăнланса пурăнакан мăшăрсем çинчен çапла калаççĕ.
Муллавар ялĕнчи Петровсен çемйи аслăрах ăрурисемшĕн те, çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх шутланма тивĕç. Геннадий Петровичпа Нина Маркеловна 57 çул шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. Ултă ача — тăватă ывăлпа икĕ хĕр — çуратса ÿстерсе тĕрĕс воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем паян пурте çемьеллĕ, вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнаççĕ.
— Пирĕн аттепе анне питĕ ĕçчен çынсем. Пахчара ĕçлеççĕ-и вĕсем е кил картинче — яланах пĕрле. Эпир те вĕсем пекех пулма тăрăшатпăр. Вун икĕ мăнукĕн тата пĕр кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, вĕсене ÿстерме пулăшаççĕ. Нина Маркеловнăна Ача амăшĕн 2-мĕш степень медалĕпе наградăланă, — хавхаланса пĕлтереççĕ Петровсен хĕрĕсем.
Геннадий Петрович Канашри вакунсем юсакан заводра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кунти юсавпа строительство цехĕнче 37 çул вăй хунă. Нина Маркеловна вунă çул хатĕрлев базинче, кайран 16 çул тăван колхозра ĕçленĕ. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем.
Çемье тымарĕ çирĕп пуласси пĕр хăйсенчен çеç килнине Петровсем пурнăç тăршшĕпех асра тытнă. Çавăнпа çулсем иртсен те чунсенче юрату нихăçан та сÿнмен.

Ирина АНДРЕЕВА
Сăн ÿкерчĕк авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *