Суббота, Сентябрь 26, 2020
Главная > Публикации > Витесем юсавлă, апат рационĕ пуян

Витесем юсавлă, апат рационĕ пуян

Юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, унăн çумĕ Сергей Михайлов тата районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ Михаил Кошкин Юрий Михайловпа Вячеслав Петровăн фермер хуçалăхĕсене çитсе курнă. Районтан килнĕ ĕçлĕ ушкăн палăртнă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх мĕнле хĕл каçнипе паллашнă.
Юрий Михайловăн фермер хуçалăхĕ пилĕк çул каялла йĕркеленнĕ. Нумаях пулмасть фермер «Ямашевская» агрофирмăран 148 пуç мăйракаллă шултра выльăх туяннă, вĕсенчен 63-шĕ — ĕнесем. Халĕ хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 216 пуçа çитнĕ, ĕнесен шучĕ 93 пуçпа танлашнă.
Фермăра выльăх шучĕ ÿснĕ май шывпа тивĕçтермелли тата тислĕк кăлармалли хушма хатĕр-сем вырнаçтарассипе ĕçлеççĕ. Килес çул ферма тăррине юсама палăртнă. Хуçалăхра апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе виçĕ çын пăхать. Хальхи вăхăтра унта талăкра 350-400 литр сĕт сăваççĕ.
Вячеслав Петров фермер выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Витесем юсавлă, хăтлă. Вячеслав Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра 147 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 65-шĕ ĕнесем. Талăкра вăтамран 650-670 литр сĕт сăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕх умĕнчи апат рационĕ пуян.

Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code