Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Культура > Искусство унăн кун-çулне йĕркеленĕ

Искусство унăн кун-çулне йĕркеленĕ

Раштавăн 13-мĕшĕнче чăвашсен паллă ÿнерçи тата графикĕ, СССР художниксен Союзĕн членĕ Анатолий Иванович Миттов (1932-1971) çуралнăранпа 85 çул çитнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн сотрудникĕсемпе «Канашсем» ентешлĕхĕн представителĕсем Шупашкарти Литература музейĕнче асăну каçĕ ирттернĕ. Асăннă институтра раштавăн 28-мĕшĕнче «Художникăн наци ăнланăвне йĕркелессинчи вырăнĕ» темăпа наукăпа практика конференцийĕ пулать.
А. Миттов пултарулăхĕ ХХ ĕмĕрти Чăваш Ен искусствине ăнланма пулăшать. Вăл йĕркеленĕ тĕллевсемпе задачăсем, хăйне майлăх тата професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра пулни, чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине пĕлни — çаксем пĕтĕмпех Анатолий Ивановичăн ĕçĕсенче «чăваш тĕнчин» илемлĕ символне пĕрлешнĕ. Унăн пултарулăхĕнчи çитĕнÿсем чăваш ÿнер искусствинче çĕнĕ енсене аталантарма çул уçса панă.
Миттовăн произведенийĕсем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче, Чăваш Республикин Тавра пĕлÿ музейĕнче, Патшалăх Третьяков галерейинче, Раççейри тата европа çĕр-шывĕсенчи уйрăм çынсен коллецийĕсенче упранаççĕ. Художникăн тăван ялĕнчи, Сиккассинчи, вăтам шкул унăн ячĕпе хисепленет, Шупашкарти пĕр бульвара Миттов ятне панă.
Анатолий Ивановича халалласа 2017 çулта республикăра чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче — юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче чăваш художникĕсен пĕр ушкăнĕ Сиккассинче пленэр йĕркеленĕ. Анатолий Рыбкин, Станислав Михайлов (Юхтар), Инна Лялина тата çамрăк ÿнерçĕсемпе графиксем, скульпторсем этюдсем çырнă. Çак ĕçсемпе усă курса паян тĕрлĕ жанрлă произведенисем хатĕр-леççĕ, вĕсене 2018 çулта Шупашкарта, Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче тата Сиккассинчи Культура çуртĕнче ирттерекен куравсенче курма май пулĕ.
Гуманитари наукисен институчĕ Анатолий Миттов произведенийĕсен каталогне кун çути кăтартнă, унта Третьяков галерейинче, Санкт-Петербургри Илемлĕх академийĕн наукăпа тĕпчев институчĕн, Чăваш патшалăх ÿнер, Чăваш наци музейĕсенче упранакан икĕ пине яхăн ĕç кĕнĕ.
Антонина Мордвиновăпа Геннадий Иванов-Орков искусствоведсем А. Миттовăн тăван ялĕнче упранакан документсене тишкерессипе пысăк ĕç ирттернĕ. Тата çакна та палăртмалла, Владимир Нагорнов скульптор художникăн асăну хăмине хатĕрленĕ.
Мухтавлă ентешĕмĕр 85 çул тултарнă ятпа Сиккассинчи вĕрентÿ учрежденийĕнче пысăк мероприяти хатĕрленĕ. Шкул линейкинче ачасем А. Миттов çинчен çырнă сăвăсене пăхмасăр каланă. 4-мĕш классем литмонтаж лартнă. Тăван çĕршыв, Анатолий Ивановича хавхалантарнă вырăнсем çинчен юрăсем юрланă.
Лидия Антонова вĕрентекен Анатолий Миттовăн пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Ялти тепĕр ăста художник, вăлах шкулти А. Миттов музейне йĕркелесе илемлетекен, Николай Горшков Анатолий Миттов хăйĕн кĕске пурнăçĕн тăршшĕпех йывăрлăхсемпе кĕрешнине тĕслĕхсемпе ăнлантарнă. «Художник та, çыравçă та, поэт та хайлав çыраççĕ. Анчах кашнин хăйĕн меслечĕ: пĕри шухăшне, савăнăçĕпе чун ыратăвне шурă хут çинче сăмах урлă палăртать пулсан, художник çакна веçех сăрă тĕсĕсемпе уçса парать. Талантсене ура хуракансем, çул паманнисем те пулаççĕ, çапах та Миттов ниме парăнмасăр, сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ. Паян самана урăхла. Ачасем, хăвăрăн ума тĕллев лартăр, ăна пурнăçлама ăнтăлăр, йывăрлăх умĕнче аптраса ан ÿкĕр, тăрăшăр, кирлех пулсан пулăшу ыйтăр, вара пурнăçра çăмăл килĕ», —  тенĕ Николай Иванович.
Художникăн шăллĕ Виталий Иванович Миттов мăшăрĕпе Софья Ивановна Талляпа ачасем валли пылак кучченеç илсе килнĕ. Хăйсен тăванĕн ятне асра тытнăшăн тав тунă.

Влада МИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *