Вăтакас Татмăшри çĕнелнĕ Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене пĕтĕмлетрĕç.
2017 çул районта ырă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Ăвăспÿрт Кипечре çĕнĕ клуб уçăлчĕ, Карăклăри, Вăрăмпуçĕнчи Культура учрежденийĕсем, Карăклă шкулĕн спорт залĕ юсав ĕçĕсем хыççăн çĕнелчĕç. Калиновкăра, Сухайкассинче çĕнĕ ФАПсем хута кайрĕç… Халĕ вара Вăтакас Татмăшри культура вучахĕ те хăтлă, илемлĕ. Çын ĕçленипе кăна пурăнмасть, чун валли те савăнăç кирлĕ. Татмăшра иртнĕ мероприяти çинчен çитес номерте тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр.
Чун валли те савăнăç кирлĕ
