Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Энергетика ветеранĕсен пĕрлĕхĕ чăмăртаннă

Энергетика ветеранĕсен пĕрлĕхĕ чăмăртаннă

2017 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Канаш хулинче тата районта пурăнакан пенсионерсем, электроэнергетика комплексĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, ветерансен профессиллĕ Канашĕн тытăмне йĕркелерĕç. 5 çынтан тăракан президиум суйларĕç. Унăн йышĕнче: «Чăвашэнерго» Кăнтăр производство уйрăмĕн ертÿçи Андрей Константинов, çак предприятире электротехника службин начальникĕ пулнă Петр Тихонов, Кăнтăр производство уйрăмĕн Канаш районĕнчи электричество сечĕсен начальникĕ пулнă Василий Агусев, Канашри «Фортуна» суту-илÿ центрĕн ертÿçи Валерий Васильев, «Чăвашэнергосбыт» АУП Канашри филиалĕн директорĕ пулнă Михаил Иванов. Ветерансен канашне ертсе пыма М. Иванова, унăн çумĕ пулма В. Агусева шанчĕç.
Çак кунсенче Михаил Петрович редакцие кĕрсе тухрĕ. Эпир ăна нумай пулмасть йĕркеленнĕ канашăн малашлăх тĕллевĕсем çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
— Михаил Петрович, мĕн хистерĕ-ха сире çакăн пек уйрăм общество туса хума?
— Çулленех раштавăн 22-мĕшĕнче çĕршывра Энергетиксен кунне паллă тăваççĕ. Пысăк электрохуçалăхсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене те чĕнме манмаççĕ. Пĕлтĕр уяв кунĕнче «Чăвашэнерго» системинче вăй хуракансене тата унта ĕçленĕ ветерансене Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пуçтарса чысларĕç.
Çав вăхăтра Канаш хулинче тата районта вырнаçнă хуçалăхсем хăй вăхăтĕнче çĕршыва кирлĕ продукцисем туса кăларнă, ял хуçалăхĕ тата апат-çимĕç туса кăларакан предприятисем халăха тыр-пулпа, аш-какайпа, сĕт-çупа тивĕçтернĕ. Электричество хăвачĕсĕр халĕ нимĕн те ĕçлемест-çке, пур хуçалăхра та энергослужба ĕçченĕсен тÿпи пулнă. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура, анчах та вĕсем ĕçленĕ хуçалăхсем саланса кайнă пирки ветерансем çинчен никам та аса илмест. (Ытти çĕрте те çавăн пекех пулĕ). Ку — пĕрремĕшĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, пирĕн хушăра хăйсен ĕçлĕ кун-çулне энергослужбăран пуçласа предприяти ертÿçи таран ÿснисем пур, анчах вĕсен чунĕнче яланах «электричество чупать».
Ветерансенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарти энерготехникумран вĕренсе тухса, пĕлĕвне малалла ÿстерсе предприяти ертÿçисем пулса тăнă. Сăмахран, Феликс Тихонович Турхан хула электричество сечĕсене 36 çул ертсе пынă, çавăн пекех кăнтăр электричество сечĕсенче Виталий Константинович Филиппов тата Валерий Иванович Титов директор пулса ĕçленĕ. Тĕрлĕ вăхăтра Иван Данилович Васильев Канашри виçĕ хуçалăхра ертÿçĕре вăй хунă.
Николай Константинович Константинов пуйăссене электричество вăйĕпе çÿретме Канашра электроподстанци тăвас ĕçе ертсе пынă, хута янă. Специалистсене хатĕрлесе вĕсемпе ĕçлеме пуçланă. Çавăн пекех вăл 1997 çулта Канашри районсем хушшинчи Патшалăх энергонадзор уйрăмне йĕркелесе ярса инспекторсене хатĕрленĕ.
«Фортуна» суту-илÿ центрне те энерготехникумра специальность илнĕ Валерий Григорьевич Васильев ертсе пырать.
Энергетика аслă пĕлĕвĕ илнĕ Николай Семенович Фомин 1994 çултанпа «Ритм» (ООО «Канашское УПП «Ритм») предприятие ертсе пырать, Виталий Григорьевич Петров строительство материалĕсен комбиначĕн директорĕ пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕ Раççейĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем. Ку списока тата та тăсма пулать.
Виççĕмĕшĕнчен, техникумсенчен, институт-университетран вĕренсе тухнă специалистсем ватăлсан та хăйсен çамрăклăхне ырăпа аса илеççĕ. Энергетика енĕпе ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илнисен списокне тума ха- тĕрленетпĕр. Вулакансем пире пулăшасса шанатпăр.
— Михаил Петрович, ку ĕçе мĕнрен пуçлас тетĕр?
— Ветерансен пухăвĕнче кашни çынран çулталăка 1500 тенкĕ взнос укçи пуçтарма килĕшрĕмĕр. Çак ĕç вĕçленсе пырать. Пуçтарăннă укçан пĕр пайĕпе «Энергетика ветеранĕсен кĕтесĕ» стенд тата «Канаш хулипе районĕн энергетика ветеранĕ» тесе çырнă асăнмалăх ручкăсем тутартăмăр. Вĕсене ветерансене çуралнă кун ячĕпе открыткăпа пĕрле парнелетпĕр.
Президиум 2018 çул валли мероприятисен планне хатĕрлерĕ. Сăмахран, шашка-шахмат, бильярд вăййисене, пневматика винтовкинчен тĕл перессине, йĕлтĕр-пе уçăлма тухассине планланă. Сывлăхĕ хавшанă, инкеке лекнĕ ветерансене май килнĕ таран пулăшу кÿме палăртнă. Нарăс уйăхĕнче — Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин, раштав уйăхĕнче Энергетик кунĕсене халалласа «Фортуна» суту-илÿ центрĕнче пуху ирттерес тетпĕр. Пуху хыççăн концерт тата вăйăсем ирттерме йышăннă.
Тин кăна йĕркеленнĕ обществăра туслă ĕçлеме килĕшекенсемшĕн пирĕн алăк яланах уçă. Эпир сире хаваспах кĕтетпĕр. Эпир Канашри Афганецсен скверĕнчи «Фортуна» суту-илÿ центрĕнче вырнаçнă.
— Тавтпауç Сире калаçушăн, ăнăçу сунатпăр.

Ирина ПЧЕЛКИНА калаçнă

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code