Понедельник, 4 ноября, 2024
Главная > Публикации > Уяв тĕлне палăка çĕнетеççĕ

Уяв тĕлне палăка çĕнетеççĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать. Çак уяв тĕлне районти ялсенче çулсерен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, юхăннисене çĕннисемпе улăштараççĕ. Районта паттăрсене халалласа Çĕнтерÿ аллейи уçнă тĕслĕхсем те пур.
Нумаях пулмасть Мăкăр ялĕнче пурăнакансем çĕнĕ палăка йĕркене кĕртес ĕçе малалла тăснă. Вĕсем сетка картана сăрланă, плита тата брусчатка хунă. Çак пархатарлă ĕçе волонтерсем, студентсем тата 80 çулти ĕç ветеранĕ А. Молостов та хутшăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *