Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Савăнăçлă концерт программипе савăнтартăмăр

Савăнăçлă концерт программипе савăнтартăмăр

2018 çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин «Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ» тесе йышăннă. Çĕр çинче ырă ĕç тăвакансем сахал мар. Анчах та çын чунне кĕвĕçпе курайманлăх варалать. Сивĕ сăмах хыççăн мĕн чухлĕ çын чунĕ аманман пулĕ. Ватăсем усал тăвакана ырăпа, чулпа перекене çăкăрпа тавăрма ыйтса каланă. Çак ырă та ăслă шухăша пулах çут тĕнче тытăнса тăрать те пулĕ.
Мĕн ачаран ватăсене, тăлăхсене тата сусăр çынсене пулăшса пымалли çинчен калаçатпăр. Тĕрлĕ пĕрлешÿсемпе организацисем ырă ĕç тăвас енĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Ку енĕпе культура пайĕн ĕçченĕсем те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен тĕлпулу тата концерт программи хатĕрлеççĕ.
Нумаях пулмасть Кăшнаруй ял тăрăхĕн-чи культура ĕçченĕсем Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне халалласа Йĕпреçри нерв чирĕсенчен сиплекен центра тата Кÿкеç поселокĕнчи ваттисемпе инвалидсен çуртне концертпа çитсе килчĕç. Вĕсем унта сипленекенсене тата вăй хуракансене хăйсен юрри-ташшипе хавхалантарчĕç. Ăшă кăмăл-туйăмлă тата тараватлă çынсем артистсене хапăл туса кĕтсе илни савăнтарчĕ. Социаллă пулăшу кÿрекен учрежденисенче таса чун-чĕреллĕ çынсем кăна ĕçлеме пултараççĕ, вĕсемпе чăнласах та мăнаçланас килет.
Куракансем пире тăвăллăн алă çупса сцена çине тухма йыхравларĕç. Концерт программи «Йыхрав илтĕмĕр» юрăпа пуçланчĕ. Александр Никоноров кĕвĕленĕ «Вĕç, вĕç юрă», Светлана Асамат çырнă «Тăван лайăх» юрăсем хавассăн малалла шăранчĕç. Йыхравласа вăй-хăват паракан юрăсем куракансене хавхалантарчĕç, хĕрсен çепĕç те илемлĕ сассисем чунĕсене пырса тиврĕç.
Концерт программине шÿтсемпе тата кулăшсемпе пуянлатрăмăр. Илемлĕ сăвă йĕркисем те парнелерĕмĕр куракансене. Концерт кăмăла кайнăран йыхравлакансем «Хĕлхем» ушкăна Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Çак тĕлпулусене йеркелеме пулăшнăшăн Йĕпреçри профком председательне Татьяна Алексеевна Гордеевăна тата Кÿкеçри тĕп библиотекăн краеведени пайĕнче методист пулса ĕçлекен Светлана Владимировна Ивановăна чĕререн тав тăватпăр.
«Хĕлхем» ушкăн 2006 çулта Кăшнаруй тата Шуркасси ял тăрăхĕсем пĕрлешсен йĕркеленнĕ. Коллектив хăйĕн тавра вунпĕр çынна чăмăртанă. Пултарулăх ушкăнне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Никоноров ертсе пырать. «Хĕлхем» ушкăн районта иртекен конкурссенче те палăрать, çĕнĕ концерт программисем хатĕрлет. Ĕçтешсем пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пыраççĕ.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырă ĕçсем ытларах тăвасчĕ.

Людмила ФИЛИППОВА
Шуркасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code