Четверг, Май 24, 2018
Главная > Новости > Çĕнтерÿ кунне районта анлăн паллă турĕç

Çĕнтерÿ кунне районта анлăн паллă турĕç

Майăн 9-мĕшĕнче пирĕн халăх Тăван çĕршыв историйĕнчи чи хаяр та юнлă вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 73 çул çитнине паллă турĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв митингĕсем районти кашни ялтах чаплă та савăнăçлă лару-тăрура иртрĕç. «Вилĕмсĕр полк» акци пур ял тăрăхĕнче те çынсене йышлă пуçтарчĕ.
«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансем шăп та вунă сехетре Шăхасанти Тĕп лапама çитсе вырнаçрĕç. Уяв программи пуçланчĕ. Митинга район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов тата район администрацийĕн ертÿçи Владимир Степанов уçрĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, «Тăван çĕршывăн ывăлĕсем» обществăлла организаци членĕ Вячеслав Ильин полковник тата ыттисем чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕç. Паттăр салтак обелискĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Районти шкулсенче вĕренекенсен, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен, ял тăрăхĕсен техника парачĕсем питех те хавхалануллă туйăмпа иртрĕç. Салтак юррисенчен хатĕрленĕ пысăк концерт пулчĕ. Тÿпене тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе мир кăвакарчăнĕсем вĕçтерчĕç. Ямаш-Шăхасан маршрутпа ирттернĕ çăмăл атлетика чупăвĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.
Уяв мероприятийĕ хыççăн Сергей Артамонов министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Ямаш ялĕнче пурăнакан вăрçă участникĕсене Николай Якимович Якимовпа Алексей Яковлевич Яковлева саламлама кайрĕç. Ветерансем иккĕшĕ те 90 çултан иртнĕ, апла пулин те вĕсен чун хавалĕ иксĕлмен-ха. Иртнине питĕ лайăх астăваççĕ, çав тери шÿтлеме ăста.
Тăван çĕршывăн паттăр хÿтĕлевçисен, тылра канăçа пĕлмесĕр ĕçленисен умĕнче пуç таятпăр. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç хуçалантăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code