Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Аслă Мамире çыхнă пуканесене Мускавра та, Испанире те туянаççĕ

Аслă Мамире çыхнă пуканесене Мускавра та, Испанире те туянаççĕ

— Канмалли кунсенче хама валли ĕç тупас тесе çыхма вĕрентĕм, — каласа парать Аслă Мами ялĕнчи пĕр лавккара ĕçлекен Эльвира Иванова. — Ман пĕрремĕш çыхнă япала мунчара çăвăнмалли мунчала пулчĕ. Кайран пукане çыхса пăхрăм — вăрăм хăлхаллă, кĕске хÿреллĕ мулкач. Кÿршĕ ачисем каçрĕç те вĕсене парса ятăм. Унтан пукане çыхрăм — ăна та парнелерĕм. Хама валли тепре çыхрăм…
Çапла пуканесем, пупсиксем, юмахри чĕр чунсене çыха-çыха хĕрарăм хăйĕн ăсталăхне ÿстерсе пынă. Пÿртĕн пĕр пÿлĕмĕнче халĕ Африкăра пурăнакан чĕр чунсем, чăваш вăрманне кăмăллакан тăманасем тата ытти тем те пĕр вырăн тупнă.
— Ку тăманана мĕн вăхăт хушши çыхрăр, Эльвира?
— Çур сехет пек кăна.
Шутлăр-ха: 4-5 уйăх каялла кăна çыхмалли çекĕле пуçласа алла тытнă хĕрарăм чăн-чăн ăстаçă пулса тăнă.
— Пуканесем нумай пухăннăччĕ, — тет Эльвира. — Интернета кăларса хутăм та, çийĕнчех илсе кайма тытăнчĕç, çыхма саккас пама пуçларĕç. Килĕшрĕ пулас çынсене ман ал ĕçĕ. Икĕ жирафне Канаша илсе кайрĕç. Теприне — Мускава, тăваттăмĕшне — Екатеринбурга. Испание те кайрĕ темиçе пукане. Кÿршĕ ачисем ятарласа килеççĕ пуканесене курма: «Пирĕн кун пекки çуккă», — тесе кăмăлăма çĕклеççĕ.
Пÿлĕмри çемçе диван çинче Эльвирăн амăшĕ Нина тăхлачă та эпир калаçнине тăнласа ларать.
— Миçе çула çитрĕр-ха, Нина тăхлачă?
— Çулĕ нумай, утмăл саккăрта.
— Çамрăк чухне эсир те ал ĕçĕ тунă пулĕ?
— Шăтăкла нумай çыхнă. Кантăк каррисене укçалла илмен, пĕтĕмпех хам алăпа çыхнă. Питĕ нумай япала тĕрленĕ. Халĕ тĕрĕ çакмаççĕ вĕт. Малтан стена йĕри-тавра пĕтĕмпех тĕрĕ пулнă.
— Эльвирăна та ал ĕçне хăвăр вĕрентнĕ пулĕ?
— Çу-у-к! Халĕ çамрăксем компьютерпа тĕрлĕ ĕçе вĕренеççĕ вĕт.
— Эльвира вăл ĕçлес енĕпе тепĕр арçынтан та ирттерет, — тет ялти культура ĕçченĕ Наталья Юрьевна. — Çурт тăррине те хĕрĕпе иккĕшĕ тимĕр витрĕç, пуртă-пăчкăпа ĕçлеме те ăста Эльвира. Вăл хăех штукатур-маляр та. Пĕр сăмахпа каласан, вăл тума пĕлмен ĕç çук. Ун патне çыхма вĕренес текенсем те киле-киле каяççĕ, вăл пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, хăй мĕн пĕлнине çынсене вĕрентет.
Эльвира Иванован пĕр хĕр. 19 çулти Настя Канашри педколледжра вĕренет, кĕçĕн классенче ĕçлекен учитель пулма хатĕрленет. Вăл та амăшĕ пекех ал ĕç ăсти. Хулари икĕ шкулта, Сухайкассинчи, Асхвари шкулсенче ачасене çекĕлпе пуканесем çыхма вĕрентнĕ.

Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *