Вăхăт хăвăрт иртет. Тин çеç çурăмĕ хыçне хăйсенчен кăшт кăна пĕчĕкрех сумка çакнă, аллине тем пысăкăш чечек çыххи тытнă ачине ашшĕ-амăшĕ шкула пĕрремĕш класа çавăтса кайнăччĕ — паян, ав, вăл вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухать. Самаях çитĕннĕ çав: калама çук илемлĕ, яштак пÿллĕ, малашлăха шанăçпа пăхакан çын тăрать паян ашшĕ-амăшĕ умĕнче. Вун пĕр çул иртсе кайни сисĕнмен те вĕсемшĕн.
Юнкун, майăн 23-мĕшĕнче, кăçал шкул вĕренсе пĕтерекенсемшĕн хаваслă та шухăшсăр ачалăх вĕçленнине систерсе юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Ĕнерхи шкул ачисем ырантан пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленеççĕ.
Шăхасанти вăтам шкултан кăçал 11-мĕш класран 22 ача, 9-мĕшĕнчен 33 ача вĕренсе тухать. Калас пулать, пĕлÿлĕх шайĕпе çак шкул районта малтисен шутĕнче. Çулленех выпускниксен пысăк йышĕ республикăри, Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрет. Пĕлтĕр пĕр ача вĕренĕве медальпе вĕçленĕ. Кăçалхи вун пĕрмĕшсен йышĕнче те çак хисепе çĕнсе илес шанăçлисем пур.
Ачасен ăс-тăнне аталантарма тÿсĕмлĕн тимлеççĕ вĕрентекенсем, çавăнпа районта иртекен тĕрлĕ конкурс-фестиваль лауреачĕсем, предметсен олимпиадисемпе спорт спартакиадисен çĕнтерÿçисем çулсеренех йышлă кунта.
Юлашки шăнкăрав уявне шкул директорĕ Владимир Федоров уçрĕ.
— Кĕмĕл саслă шăнкăрав сире вун пĕр çул хушши пĕлÿ тĕнчине йыхравланă. Паян вара вăл сирĕншĕн юлашки хут янăрать. Эсир паянтан хăвăр ку таранччен пухнă пĕлÿ багажĕпе анлă çул çине тухатăр. Ÿлĕмрен эсир хăвăршăн хăвăр явап тытакан çынсем, — терĕ Владимир Иванович. — Палăртнă тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.
Вун пĕрмĕшсене пĕрремĕш учителĕ Елена Николаевна Кириллова, класс ертÿçи Надежда Аркадьевна федорова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Юрий Алексеев, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков, Ф. Григорьев ячĕллĕ район больницин тĕп врачĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Валентина Герасимова ăшшăн саламларĕç, пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма ăнăçу сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Ирина Сергеевăпа Наталия Пуганова вĕрентекенсене тав туса шкула картина парнелерĕç. Олимпиадăсенче çĕнтернĕ Артем Николаевпа (11-мĕш класс) Даша Николаева (9-мĕш класс) Тав çырăвне тивĕçрĕç. «Сăран мечĕк» ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ Шăхасан шкулĕн футбол командине медальсемпе наградăларĕç. Вальс кĕввипе ташă çаврăмĕ те, уйрăлу юрри те пулчĕç. Пĕчĕккисем аслă юлташĕсене ырă сунса сăвăсем каларĕç.
Уйрăлу саманчĕ… Пĕрремĕш класра вĕренекен Арина Михайловăпа шкултан вĕренсе тухакан Роман Васильев юлашки шăнкăрав пачĕç. Унăн кĕмĕл сасси выпускниксене телейлĕ çул сунчĕ.
Ирина АНДРЕЕВА