Пятница, 4 октября, 2024
Главная > Публикации > Фронтовик яланах малти ретре пулнă

Фронтовик яланах малти ретре пулнă

Архип Алексеевич Алексеев Çĕрпÿ уесне кĕрекен Шăхасан вулăсĕн Асхва ялĕнче 1913 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чухăн тата хутла пĕлмен çемьере виçĕ ача çитĕннĕ, вăл асли пулнă.
Совет влаçĕ çĕршывăн малашлăхне хутла пĕлекен çамрăксенче курнă, çавăнпа та вĕсене вĕрентме шкулсем уçнă. Вырăскас Пикшихри тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ чухне Эрхип пионерсен ретне кĕнĕ, тарăн пĕлÿ илме тăрăшнă. Шкулти обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă вăл. Пултаруллă ачана тÿрех асăрханă, Артека -пионерсен лагерне канма яма йышăну кăларнă. Малтан чаплă лагере каякан ачасене Мускава пуçтарнă, тумлантарнă. Çула тухиччен В.И. Ленинăн мăшăрĕ Надежда Крупская пионерсемпе тĕл пулса патшалăхăн пуласлăхĕ çинчен калаçнă, вĕренĕвĕн пысăк пĕлтерĕшне уçăмлатнă.
Хавхаланнă ачасем канма кайса килсен çак тĕл пулу çинчен хăйсем пурăнакан вырăнта савăнса каласа панă. Тăрăшса вĕреннĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Вĕренсе пĕлÿ илни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине Архип Алексеевич ачисене те, мăнукĕсене те яланах аса илтернĕ.
Шкултан вĕренсе тухсан вăл Канаш районĕнчи комсомол комитетĕнче пионерсемпе ĕçлекен бюрона ертсе пынă. 1931-1935 çулсенче Хусанти чукун çул техникумĕнче вĕреннĕ, 1935 çулхи апрельтен декабрьчен Улатăр станцинче техник пулса ĕçленĕ.
Декабрьтен пуçласа 1938 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕччен Инçет Хĕвел тухăçĕнче чукун çул Çарĕн 67-мĕш батальонĕнче хĕрлĕ армеец пулса хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан Канаш хулинчи предприятисенче яваплă вырăнсенче ĕçленĕ. 1940 çулта ăна парти ретне йышăннă.
1941 çулхи июль уйăхĕнче Архип Алексеевича Уралти çар округне, артилери тата политика ĕçченĕсене хатĕрлекен шкула, вĕренме янă. Унтан вĕсем Мускав еннелле çул тытнă. «Хусантан Мускав енне атте поездпа Канаш витĕр каяссине анне мĕнле пĕлнĕ-ши, чухлаймастăп, — аса илет 1935 çулта çуралнă аслă хĕрĕ Елизавета Архиповна. — Халăх питĕ нумайччĕ. Хусан енчен килекен составран сиксе анса атте пире, аннепе иксĕмĕре, шыраса тупрĕ. Мана, 6 çулхи ачана, ыталаса илчĕ те çÿлелле çĕклерĕ: «Кĕтĕр мана — Çĕнтерÿпе таврăнатăп», —  терĕ. Мĕнле вăй-хăват пулнă аттен, тăшмана çĕнтересси пирки иккĕленмен вăл», —  шывланнă куçĕсене шăлса каласа парать халĕ ĕнтĕ 83 çулти Лисук аппа.
1942 çулхи январĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа мĕн вăрçă пĕтиччен А. Алексеев вăрçă хирĕнчен тухман. Батарея комиссарĕ, батарея командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ, автобатальонти парторг тата штаб начальникĕ… пулнă. Кĕçĕн политрукран танк полкĕн капитанĕ таран çитнĕ вăл. Тверь хулинчен пуçласа Украина, Словаки, Польша витĕр тухса Аслă Çĕнтерĕве Германире кĕтсе илнĕ. Хăйĕн вăрçă çулĕ вĕçленнĕ вырăнта — Рейхстаг стени çинче: «Эпĕ Канашран — Алексеев», — тесе çырса хăварнă.
Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă тапхăрта хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Алексеев офицера Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе (1945 ç.), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕпе (1985 ç.), «Германие çĕнтернĕшĕн» (1945 ç.), «Берлина илнĕшĕн» (1945 ç.), «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» (1945 ç.) медальсемпе наградăланă. Тата ытти чылай наградăна тивĕçнĕ пулнă вăл.
Вĕсенчен пĕрин çинчен çырса кăтартатпăр. Берлин хулинче 229-мĕш танк полкĕ çар операцине çухатусăр ирттернĕшĕн 1945 çулхи май уйăхĕн 12-мĕшĕнче Архип Алексеевич Алексеев аслă лейтенанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлани çинчен хушу кăларнă. 229-мĕш танк полкĕн командирĕ гварди подполковникĕ Громадский 1945 çулхи май уйăхĕн 3-мĕшĕнче награда хучĕ хатĕрленинчен:
«Своими действиями ст. лейтенант Алексеев А.А. обеспечил своевременное снабжение боеприпасами, сохранность вооружения полка и недопущение боевых потерь».
1946 çулхи апрель уйăхĕнче Архип Алексеевич тăван ене таврăннă. Вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăхсене ура çине çĕклеме хастар та ăнланакан ертÿçĕсем кирлĕ пулнă. 1946-1947 çулсенче горком инструкторĕ, 1948-1952 çулсенче горсовет председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ вăл. Пур çĕрте те пысăк яваплăхĕпе палăрнă. Çав вăхăтрах хăйĕн тавра курăмне те ÿстерме манман. Парти обкомĕн кĕске вăхăтлăх курсĕнчен (1951-1952 çулсем), Канашри учительсене хатĕрлекен институтран куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă (1953 çул).
1957 çулхи апрельтен пуçласа 1961 çулхи июль уйăхĕччен А. Алексеев «Водосвет» директорĕ пулнă, 1961 çулхи июльтен пуçласа 1964 çулхи март уйăхĕччен Канаш хулин электричество сечĕсене ертсе пынă. 1964 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа 1968 çулччен Чăвашэнерго системинче Энергосбытăн анчах уçăлнă Канашри уйрăмне ертсе пынă (1-мĕш ертÿçĕ).
Хулан электрохуçалăхне аталантарас тесе питĕ нумай тăрăшнă вăл. Татса памалли тĕрлĕ ыйтăва хаçат урлă çĕкленĕ, хула канашĕн депутачĕсен пухăвĕсенче тăратнă. Энергосбыт уйрăмне ертсе пынă чухне хаçатпа питĕ туслă пулнă, халăха тата ертÿçĕсене электроэнергие перекетлемелли майсем çинчен ăнлантарса панă, ыйтусем çине хуравланă. Тивĕçлĕ канăва кайнă вăхăтра Архип Алексеевич Канашри Трансагенствăна ертсе пынă.
Вăрçă хыççăнах хăйсен пахчине ачисемпе пĕрле Çĕнтерÿ уявне халалласа улмуççисем лартнă пулнă, сада çултан-çул пысăклатса пынă. Унта вĕлле хурчĕсем тытнă. Çав вăхăтрах общество ĕçне те пăрахман. «Мотор» колхозра парторганизаци секретарĕ пулса ĕçленĕ Дария Васильевна Петрова Ĕç ветеранĕ аса илĕвĕнчен:
«Архип Алексеевич пенсие тухсан пирĕн патăмăрта учетра тăратчĕ. Пухусене питĕ хастар хутшăнатчĕ. Унăн ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсем вырăнлăччĕ, колхозри, ял тăрăхĕнчи татса памалли ĕçсене пурнăçласа пыма пулăшатчĕç».
Архип Алексеевич ял хĕрĕпе Екатерина Ефремовнăпа 1934 çулта пĕрлешсе 52 çул пĕрле пурăннă. Арăмĕ шкулта учительница пулса ĕçленĕ. Вăрçăччен вĕсен виçĕ хĕр çуралнă: Лиза, Галя, Альбина. Вăрçă хыççăн тата 4 ача — икĕ хĕрпе (Людмилăпа Валя) икĕ ывăл (Алексейпа Александр). Лиза, Галя тата Людмила аслă пĕлÿ илнĕ, Альбинăпа Валентина — ятарлă вăтам пĕлÿ, ывăлĕсем рабочи профессине кăмăлланă. 14 мăнукĕпе 11 кĕçĕн мăнукĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ.
Архип Алексеев пирĕнтен 1986 çулхи августăн 16-мĕшĕнче уйрăлса кайнă. Фронтовика юлашки çула ăсатма Канашри çар комиссариачĕн ĕçченĕсем те хутшăннă.

Михаил ИВАНОВ,
Канаш хулипе районĕн
энергетика ветеранĕсен
обществăлла организацин председателĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *