Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Династи хушăнсах пырать

Династи хушăнсах пырать

Çурла уйăхĕн пĕрремĕш вырсарникунне календарьте Чукун çул ĕçченĕсен кунĕ тесе палăртнă. Çак уява паллă тăвасси пирки пуçласа 1896 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче Раççей империйĕн кнеçĕ Михаил Хилков приказ çирĕп-летнĕ пулнă. Совнаркомăн 1940 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче кăларнă постановленийĕпе вара чукун çул çинче ĕçлекенсен кунне çурла уйăхĕн пирвайхи вырсарникунĕнче ирттерме йышăннă. Унсăр пуçне ку уяв чукун çул транспорчĕн историйĕпе те тачă çыхăннă.
Канаш хули чукун çул тытăмĕн пысăк узелĕ шутланать. Хулапа районта пурăнакан çĕр-çĕр çын хăйсен пурнăçне чукун çулпа çыхăнтарнă. Çемйипех чукун çул отраслĕнче вăй хуракан та сахал мар — аслă ăру чукун çул çинче ĕçленĕ пулсан çамрăксем те çак çулпах кайнă.
Сăн ÿкерчĕкре — Яманкассинчи Емельяновсен пысăк та туслă династийĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 130 çул ытла. Çакăнта сăнланнă чипер те маттур, тĕлĕнмелле ĕçчен çынсем пĕр-пĕринпе çывăх тăвансем, хушамачĕсем кăна тĕрлĕрен: Емельяновсем, Жирновсем, Аввакумовсем тата Григорьевсем. Вĕсем пурте Канаш станцийĕн моторпа вакун деповĕнче вăй хураççĕ.
Нина Ивановна Емельянова, сылтăмран виççĕмĕшĕ, 33 çул дефектоскопистра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Надежда Николаевна Емельянова вара, сулахайран пĕрремĕшĕ, кунта 32-мĕш çул бухгалтерта тăрăшать. Надьăн тăван йăмăкĕ Вера Николаевна Жирнова çирĕм çул ытла секретарь, оператор ĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Вера Николаевнăпа юнашар сылтăм енче _ унăн мăшăрĕ _ Александр Николаевич Жирнов. Вăл чылайранпа электровоз машинистĕнче вăй хурать, ку енĕпе пуян опытлă специалист. Инçе çула каякан пассажирсене турттарать. Сашăпа юнашар тăракан каччă, Игорь Аввакумов, профессийĕпе электрик. Игорь Петрович депона килнĕренпе виçĕ çул кăна-ха, апла пулин те кунта унăн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Сылтăм енче тăракан икĕ çамрăк — иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Владимир Емельянов, Надежда Николаевнăн ывăлĕ, — электричка машинисчĕн пулăшуçи. Муромри техника шкулĕнчен вĕренсе тухсан Владимир çарта хĕсметре тăнă, унтан таврăнсан Канаш станцине вырнаçнă. Хăйĕн ĕçĕ интереслĕ пулнине хавхаланса пĕлтерет каччă. Анастасия Григорьева-Дмитриева кунта çулталăк кăна. Кĕске вăхăтрах вăл хăйне шанса панă ĕçе килĕштерме ĕлкĕрнĕ. Специальноçĕпе Настя транспорт çинче хăрушсăрлăх йĕркелекен инженер, Мускаври автомобильпе çул-йĕр институтне пĕтернĕ. Профессине транспортпа çыхăнтарни ăна чукун çул çине илсе çитернĕ. Сăмах май, Настьăн амăшĕ Галина Николаевна Дмитриева та чукун çул çинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Кунсăр пуçне тата Нина Ивановнăпа Надежда Николаевнăн, Вера Николаевнăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Сергей Филиппов, мăшăрĕ Екатерина чукун çул тытăмĕнче вăй хураççĕ.
Чăн-чăн вăчăра евĕр вĕçĕ-хĕрри те çук Емельяновсен династийĕнче. Ку ĕçе çитĕнекен ăру малалла тивĕçлипе тăсасси куç кĕрет. Никитăпа Юлия Жирновсем, Кирилл Емельянов халĕ шкул ачисем кăна-ха, апла пулин те вĕсем аслисен пархатарлă ĕçне курса çитĕнеççĕ. Тен, çитĕнсен вĕсем те пурнăçне чукун çулпа çыхăнтарĕç.
Чукун çул тытăмĕнче вăй хуракан мĕнпур ĕçчене професси уявĕ ячĕпе саламласа ырă сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code