Четверг, Ноябрь 15, 2018
Главная > Публикации > Мускавран кубокпа таврăнчĕç

Мускавран кубокпа таврăнчĕç

Октябрĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 4-мĕшĕччен Мускав хулипе Мускав облаçĕнче «Тăван çĕршывăн кадечĕсем — 2018» Пĕтĕм Раççейри Çарпа спорт вăййисем иртрĕç. Мероприятие Мускав хулин регионсем хушшинчи кадет культура центрĕ, Президент полкĕн командованийĕ пулăшса пыракан «Каникулы» воспитанипе пултарулăх педагогика центрĕ, «Союз казаков» общество организацийĕн чукун çул çарĕсен Тĕп управленийĕ, Мускав хулин ветерансен канашĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен «Патриот» культурăпа кану паркĕ йĕркеленĕ.
Çар ăмăртăвĕсене кадет вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен 500 ытла çамрăк хутшăнчĕ. 30 команда спортăн çар приклад тĕсĕсемпе вăй виçрĕ: стройпа юрласа утрĕ, вĕренÿ автоматне салатса пуçтарчĕ, 100 метр эстафета, «хирĕçле эстафета» чупрĕ, пневматика винтовкинчен печĕ, турник çинче туртăнчĕ, вĕрен туртрĕ, мышцăсене çирĕплетекен упражненисем турĕ, «Битва за Москву» темăпа викторинăра ăс-хакăлне тĕрĕслерĕ.
Чăваш Республикин чысне Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕн кадечĕсем хÿтĕлерĕç. Кадет класĕн тьюторĕ Валерий Петров- па иксĕмĕр вĕренекенсене пур енлĕн хавхалантарса тăтăмăр.
Ачасем кашни конкурсах пысăк яваплăхпа хутшăнчĕç. Тĕп конкурссенче пирĕн кадетсем уйрăмах çÿллĕ шайра пулнине палăртма питех те кăмăллă: «Маршпа утса иртессипе», «Юрласа утса иртессипе», «Çар хатĕрленĕвĕпе» пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Виçĕ конкурсра: «Битва за Москву» викторинăра, турник çинче туртăнса, автомата салатса пуçтарса иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Хирĕç эстафетăра виççĕмĕш пулчĕç. Уйрăм ăмăртусенче мышцăсене çирĕплетекен упражненире Нина Яковлева, пневматика винтовкинчен персе Сергей Зорин иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Мĕнпур конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Республикин команди иккĕмĕш вырăн тата кубок çĕнсе илчĕ. Мероприятин йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи Н.И. Патрика полковник чăваш кадечĕсен команди çÿллĕ шайра пулнине уйрăммăн палăртрĕ.
Çул çÿрев конкурс-ăмăртупа кăна мар, культура программипе те пуян пулчĕ. Ачасемпе пĕрле Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен Тĕп музейĕнче, циркра, «Патриот» культурăпа кану паркĕнче (Кубинка) пултăмăр, Президент полкĕн Хисеплĕ кавалери эскортне (Алабино) куртăмăр. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче кадетсем Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă уяв мероприятийĕсене хутшăнчĕç.
«Победа» кадет класĕ Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствине, çак министерствăн «ЮНИТЭКС» Центрне пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăнма пулăшнăшăн чĕререн тав тăвать.

Калиса ИВАНОВА,
Çарпа Ĕç мухтавĕн музейĕн директорĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code