Ырă ĕçсен çулталăкĕнче волонтерсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен час-часах илтрĕмĕр. Иртнĕ эрнере И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тăвакансен (волонтерсен) çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетрĕç. Унта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Шăхасанти вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Шкул ачисене-волонтерсене Шупашкара директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Венера Изратова тата аслă вожатăй Вера Игнатьева илсе кайнă. Хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсем тăвакансен çулталăкне пĕтĕмлетиччен шăхасансем «Социальное волонтерство» тата «Наставничество» лапамсен ĕçĕсене хутшăннă. Тĕп хуларан пурте тулли кăмăлпа таврăннă.
Артемий МЯСНИКОВ