Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалласа

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Уçырмари Культура çуртĕнче Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа районти фестиваль иртнĕ. Мероприяти Уçырмари вăтам шкулта пуçланнă, унта районти ветерансем винтовкăран тĕл перессипе ăмăртнă. Ăмăртăва районти ДОСААФ председателĕ Викентий Владимиров йĕркелесе пынă.
Тĕл перекенсене палăртнă хыççăн фестивале хутшăннисем Культура çуртне пуçтарăннă. Мероприятие уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Ю. Алексеев, Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Ю. Барышов, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри пĕрлешĕвĕ» Канашри уйрăмĕн председателĕ Г. Николаев, районти ДОСААФ председателĕ В. Владимиров, район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн эксперт специалисчĕ А. Павлова, ветерансемпе призывниксем тата çамрăксем хутшăннă.
«Çывхарса килекен уяв чăннипех те мухтавпа патриотизм символĕ шутланать. Вăл пире асаттесемпе аттесен паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăрать. Хальхи Раççейĕн салтакĕсемпе офицерĕсем те çĕршыв интересĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ», — палăртнă çар комиссарĕ Ю. Барышов пуçтарăннисене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă май.
Фестивале килнисем районти шкулсем хатĕрленĕ концерт программине курса савăннă.

Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *