Пятница, Апрель 19, 2019
Главная > Публикации > Нумай ачаллисене — удостоверени

Нумай ачаллисене — удостоверени

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьесене удостоверени памалли йĕркене çирĕплетмелли çинчен йышăну кăларнă. Çак документ нумай ачаллă çемьесене культура учрежденийĕсене, физкультурăпа спорт организацийĕсене, аттракционсене, выставкăсене кайса курнă чухне çăмăллăх кÿрет.
Юнкун çакăн пек удостоверение Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан Павловсен çемйи тивĕçрĕ. Çемье пуçĕ Федор Александрович «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлă пĕрлĕхĕн Канашри филиалĕнче АДС диспетчерĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ Вероника Михайловна — район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.
Мăшăр виçĕ ывăл çитĕнтерет: асли Александр 8 çулта, вăталăххи Степан çиччĕре, кĕçĕнни Глеб тăваттăра.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов Анат Сурăмри нумай ачаллă Павловсен çемйине саламласа удостоверени пачĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code