Ытларикун Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев ĕçлĕ визитпа пирĕн районта пулчĕ. Çул çÿрев Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи «Çеçпĕл Мишшин çуралнă çĕршывĕ» асăну комплексĕнчен пуçланчĕ. Хăнана район администрацийĕн тата Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Степановпа Яков Сергеев кĕтсе илчĕç.
Константин Геннадьевич Çеçпĕл Мишшин музейĕпе паллашрĕ. Çийĕнчех кирлĕ те усăллă сĕнÿ, канаш парса пычĕ. Кăçал пирĕн сумлă ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Юбилей уявне вара паянах хатĕрленме пуçламалла. Çавна май поэтăн музейне те çĕнĕлĕхсемпе пуянлатмалла, вырăнти инфратытăма та йĕркене кĕртмелле: ăçта çулсене юсамалла, ăçта çутă хатĕрĕсем вырнаçтармалла. Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ вырăн туристсене илĕртекен объектсенчен пĕри пулмалла.
Ун хыççăн министр Шăхасанта районти Культура çурчĕн строительство объектĕнче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашрĕ. Культура çуртне «Строитель» организаци тăвать. Унăн ертÿçи Владимир Фарбер каланă тăрăх, çурта сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута ямалла. Хальхи вăхăтра строительсем çуртăн иккĕмĕш хутне купалаççĕ. Шыв, ăшă, канализаци, çутă кĕртмелли системăсене вырнаçтарса хăварнă. Клубра лифт та пулмалла. Пĕр сăмахпа, кунта паян ĕç чăннипех хĕрÿ пырать.
Çак кунах Вăтапуçĕнчи Культура çуртĕнче районти культура ĕçченĕсем 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Константин Яковлевпа Владимир Степанов пĕтĕмлетÿ канашлăвне хутшăнчĕç. Хăнасене клуб умĕнче районти Культура çурчĕн ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа, савăк юрăпа, холлта, Театр çулталăкне халалласа тунă стенд умĕнче, Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, Сиккассинчи Культура çурчĕн паллă юмахсемпе кинофильмри персонажсене сăнлакан артисчĕсем тĕлĕнмелле интереслĕ сюжетлă номерсемпе, сцена çинче вара «Татмăш ен» фольклор ушкăнĕ халăх юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Чăнах та, коллективсем сĕре илемлĕ те пуян номерсем хатĕрленĕ, вĕсем кирек камăн кăмăлне те çĕклентермелле.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов уçрĕ, культура ĕçченĕсене районта йĕркелекен кирек мĕнле мероприятие те çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ, çывхарса килекен професси уявĕпе — Культура ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕ.
Унтан культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Вероника Павлова анлă доклад турĕ (кун çинчен çитес кăларăмсенче уйрăммăн çырса кăтартăпăр-ха). Муниципалитетри культура ĕçĕ-хĕлĕнчи çĕнĕлĕхсем, паха опыт, проблемăллă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Канашлăва К. Яковлев министр пĕтĕмлетрĕ.
— Пирĕн чаплă ентешĕмĕр — Çеçпĕл Мишши поэтăмăр кăçал 120 çул тултарать. Çавăнпа Шупашкар хулинче те, районсенче те, Мускавра та питĕ чаплă уяв тума хатĕрленетпĕр. Паян Владимир Николаевичпа строительство ĕçĕсем мĕнле пынине пăхрăмăр, культура çурчĕ тунă çĕрте строительсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен туса пĕтерме сăмах пачĕç.
Паян эпир Канаш районĕн культура тытăмĕнчи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕмĕр. Çакнашкал тĕлпулусем питĕ кирлĕ. Çулталăкри ĕçсем çинчен питĕ ăнланмалла каласа пачĕ Вероника Михайловна. Театр çулĕпе, Культура ĕçченĕсен уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Сывлăх, ăнăçу, телей, юрату сунатăп.
Республикăра паян культурăна аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕç пурнăçланать. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй те çакна пысăк тимлĕх уйăрать. Ун патне ыйтупа, проблемăпа пырсан темле май тупса та татса пама тăрăшать. Пысăк тав ăна. 20-30 çул хушши юхăнса ларнă объектсене кĕске вăхăтрах йĕркене кĕртсе çитерме май çук паллах. Çак тапхăрта ни клубсем туман, ни костюмсем çĕлетсе-туянса паман. Йывăр лару-тăруран кам мĕнле пултарать _ çавăн пек çаврăнса тухнă.
2015 çулта республикăра культура отрасльне 700 млн тенкĕ уйăрнă. 2018 çулта вара 2 млрд та 800 пин тенкĕ! Танлаштарса пăхмалăх пур. Канаш районне илес пулсан, 2017 çулта 15 млн та 500 пин тенкĕ уйăрса панă, 2018 çулта — 22 млн ытла тенкĕ. 2019 çулта район 78 млн ытла тенкĕ илет. Çакă вăл пĕтĕмпех пирĕн культура учрежденийĕсене — клубсене, библиотекăсене, музейсене — юсама, çĕнетме, çĕнĕрен хута яма. Çакăн пек çĕнĕлĕхсем республикăри кашни муниципалитетрах пулса пыраççĕ. Кăçал культура тытăмĕнчи 130 объекта юсамалла, реконструкцилемелле.
Культура ĕçченĕсене манăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Йывăр тапхăрта та эсир пуç усмарăр, культура çурчĕсене упраса хăварма пултартăр. Шалу пĕчĕккине пăхмасăрах хăвăрăн ĕçĕре чунтан юратса тăватăр.
Кам-ха вăл культура ĕçченĕ? Вăл — такам та. Ялта культура ĕçченĕсĕр мĕнле те пулин ĕç тăвăнать-и-ха?Хăнасене кĕтсе илмелле-и, субботник ирттермелле-и, кама та пулин саламлама каймалла-и, юсав ĕçĕсем тумалла-и, юрламалла-ташламалла-и, суйлав ирттермелле-и, йăла-йĕркене тытса пымалла-и — пур çĕрте те культура ĕçченĕ. Вĕсем — ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен сылтăм алли вырăнĕнчех. Çавăнпа ялти культурăна тытса пырассишĕн, ăна аталантарассишĕн тăрăшакан ĕçченсене пулăшмаллах.
Хамăрăн та кăштах улшăнмалла. Паян ĕнерхи пек пурăнма çук. Акă, сăмахран, Çеçпĕл Мишшин музейĕнче кĕнĕ çĕрте пĕчĕк кăна киоск вырнаçтарсан аван. Экскурсие килекенсем унта сувенирсем, брошюрăсем, буклетсем туянма пултарччăр, нумаях мар пулин те вырăнти хыснана укçа кĕрет.
Чи кирли _ хавхаланăва ан çухатăр, пурнăçа юратса пурăнăр. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пулăшса пырса тунă ĕç тухăçлă пулать, — терĕ Константин Геннадьевич.
Ирина АНДРЕЕВА
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн