Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Кĕркунне пÿлмесем тулли пуласси çур акине мĕнле йĕркелесе ирттернинчен нумай килет. «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», — текен каларăшăн пĕлтерĕшĕ çак чăнлăха тÿрремĕнех уçăмлатать. Çавăнпа та ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен çурхи ĕçсем патне пысăк яваплăхпа пымалла.
Кăçал районта çурхи ĕçсене туса ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. «Россельхозцентрăн» Канашри пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрĕслеве 2963 тонна вăрлăх килнĕ (кирлĕ виçен 98 проценчĕ). Вĕсенчен 2628 тонни кондицие ларнă (89 проц.). Çак ĕç хуçалăхсенче малалла пырать. Пысăк пахалăхлă вăрлăх районта 395 тонна пур, пĕтĕм вăрлăх виçин 13 проценчĕпе танлашать.
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай начальникĕ Сергей Михайлов асăннă пай специалисчĕсемпе пĕрле «Хучель» тата «Агат» тулли мар яваплă пĕрлĕх- сенче пулнă. Вĕсем çак хуçалăхсем çур акине еплерех хатĕрленнипе паллашнă.
Яваплă тапхăр валли икĕ хуçалăхра та çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене кирлĕ чухлĕ хатĕрленĕ, вăрлăхсене кондицие лартнă. Хальхи вăхăтра механизаторсем хăйсене шанса панă техникăна тата агрегатсене юсаса йĕркене кĕртессипе ĕçлеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *