Воскресенье, Май 26, 2019
Главная > Публикации > Салтакăн тăлăх арăмне юбилейпа саламланă

Салтакăн тăлăх арăмне юбилейпа саламланă

Çак кунсенче Кивĕ Шелттем ялĕнче пурăнакан Нина Демьяновна Васильева 95 çул тултарнă, вăл вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Юбиляра Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Елена Мардарьева, Кивĕ Шелттем ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ З. Семенова саламланă. Хăнасем кинемее çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул суннă, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата асăнмалăх парне панă. Нина Демьяновна мăшăрĕпе тăхăр ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра пилĕк ачи, ывăлĕпе тăватă хĕрĕ, пурăнаççĕ. Ватă çынна хĕрĕ Татьяна пăхать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code