Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Тамăк» витĕр мирлĕ пурнăç патне

«Тамăк» витĕр мирлĕ пурнăç патне

Нумай произведенире йывăр аманса е тăнсăр пулса тăшман ункине е тыткăна лекнĕ салтаксен синкер шăпи çинчен çырса кăтартнă. Çакăн пек тыткăнăн нуши-тертне курнă салтак пирĕн Янкăлч ялĕнче те пурăннă. Григорий Александров вăрçă ветеранĕ пулнă пирки ялти пур çын та пĕлнĕ-ха, анчах та концлагерьте иртнĕ вăхăт пирки ăна аса илме çав тери йывăр та асаплă пулнă. Унăн туйăмĕсене эпир аван ăнланса ветерана пĕррехинче хамăр пата шкулти музея хăнана чĕнтĕмĕр.
Сĕтел хушшинче ăшă та юлташла лару-тăру хуçаланчĕ. Григорий Александрович ачасен вĕренÿри, спортри çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ, вĕсемшĕн хăйĕн мăнукĕсемшĕн савăннă пекех хĕпĕртерĕ. Калаçнă май пĕри: «Кĕркури мучи, эпир Эсир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннине пĕлетпĕр. Пире вăрçă пирки каласа парăр-ха», — терĕ. Григорий Александрович самантлăха шăпланчĕ, сăнĕ тĕксĕмленчĕ, хаш сывласа илчĕ те хуйхăпа тулнă куçĕсемпе ачасене тинкерчĕ, пуçне салхуллăн усрĕ. Унтан хăйĕн хурлăхлă та чуна çÿçентерекен хайлавне калама тытăнчĕ. Мĕн илтни пурин чĕрине те пырса тиврĕ: «Вăрçăра эпĕ çапăçнă е çук — ăна тĕрĕс те татăклă калама пултараймастăп, анчах вăрçă тертне çителĕклех тÿссе ирттертĕм …»- пĕлтерчĕ пире хăйĕн шухăшне фашистсен чăн тамăкĕ витĕр тухнă Григорий Александров.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн асаилĕвĕнчен:
«1941 çулта эпĕ Белоруссири Белосток хулинче хĕсметре тăнă. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн 330-мĕш стрелковăй полка тревогăпа вăратрĕç те командирсем Солико сали тавра хÿтĕлеве тăма хушрĕç. Çав вăхăтра сывлăшра фашистсен самолечĕсене куртăмăр, анчах та пире вĕсене пеме ирĕк памарĕç… Тем вăхăтран пире нимĕç çарĕсем Совет Союзне тапăнни пирки пĕлтерчĕç. Пире каялла чакса нимĕçсен ункинчен тухма хушрĕç. Эпир ыраш пуссипе Цехановец хулине çитсе пыраттăмăрччĕ. Ыраш çÿллĕччĕ, эпир вăрман еннелле утаттăмăр. Кĕçех таса уя тухрăмăр, вăрмана çитесси те 400 метр кăна юлнăччĕ. Вăрманта нимĕçсен чаçĕсем вырнаçма пултарнине кам шутлама пултарнă-ха; Вĕсем эпир уйпа пынине лайăх курса тăнă. Пуçланчĕ вара хăрушă та хаяр çапăçу! Пире нимĕçсене тапăнма хушрĕç, анчах та тапăнасси пулмарĕ — çÿлтен самолетсем персе тухрĕç. Тавралла аманнисемпе вилнисем выртаççĕ.
Мана, аманнăскере, хамăрăннисенчен чĕрĕ юлнă пĕр салтак ыраш пуссине каялла сĕтĕрсе кĕчĕ. Эпĕ унта икĕ кун тăнсăр выртнă. Виççĕмĕш кунне мана нимĕç салтакĕсем тупрĕç. «Акă вилĕм те çитрĕ манăн, персе пăрахаççĕ», — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Вĕсем мана винтовкипе тĕртсе çурăм çине çавăрса хучĕç, пуçа çĕклесе пăхрĕç те эпĕ чĕррине пĕлчĕç. Унтан таçта кайса çухалчĕç, кăшт вăхăт иртсен тыткăна лекнĕ тăватă çынпа каялла таврăнчĕç. Вĕсен хушшинче манпа пĕрле салтака илнĕ хамăр ял çыннине Николай Груздьева асăрхарăм. Ку уйран нимĕçсем аманнисене пуçтарса хăйсемпе пĕрле илсе кайрĕç. Эпĕ те çапла майпа тыткăна лекрĕм.
Пире пурне те автомашина çине тиерĕç те темĕнле çурта илсе килчĕç, чиркĕве пулĕ тесе шутлатăп. Манăн çав тери ĕçес килет. Коля Груздьев мана пулăшас тесе шыв кайса ыйтрĕ, анчах тупса килеймерĕ. Хам ăшра пĕр ялти çынна тĕл пулнăшăн Турра тав тăватăп. Анчах пĕлнĕ пулсан-и… Ирхине пурне те строя тăратрĕç те таçта илсе кайрĕç. Ку çуртра йывăр аманнисем виççĕн тăрса юлчĕç, вĕсен шутĕн-че эпĕ те. Каç енне пирĕн пата вырăнта пурăнакан хĕрарăмсем килчĕç. Вĕсем пире валли апат илсе килетчĕç, çитеретчĕç, пăхатчĕç. Шăпах вĕсем ыттисене стройпа илсе кайса персе пăрахни, унтан çывăхри çырмара путарса вĕлерни çинчен пĕлтерчĕç. Вунă кун вырăнпа выртнă хыççăн пире автомашина çине тиесе Варшавăри çар госпитальне илсе кайрĕç.
«Тамăкри пурнăç…» Эпĕ виçĕ çĕртен аманнăччĕ. Хамăн тарăн сурансенчен виçĕ уйăхра кăшт сывалса çитсен пире каллех тиесе кайрĕç те Брест-Литовск çумĕнчи йĕплĕ пралук ăшне чиксе хучĕç. Ку 1941 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулнă. Вăрçă пуçламăшĕнченех манăн лару-тăру хăрушă та тискер пулнă тени ним каламаннипе пĕрех. Малалла мана мĕн кĕтнине, асаплантарнине тата пачах нимĕнсĕр хăварнине _ эпĕ усал тĕлĕкре те тĕлленме пултарайман — ку çын тÿсмелле мар япала. Юрать маларах мĕн кĕтессине пĕлмен эпĕ, чунра пур пĕрех çăлăнас, пурăнас, киле чĕрĕ-сывă таврăнас шанчăк пурăнатчĕ.. Темĕнле йывăр, чăтма çук самантсенче те манăн яланах пурăнас туртăм пысăк пулнă. Ку лагерьте нимĕçсем тыткăна лекнĕ 11700 çынна тытатчĕç. Пире кунне пĕр хутчен çитеретчĕç, хывăхран тунă 100 грамм пиçсе çитмен çăкăр чĕлли паратчĕç. Кĕркунне купăста пуçĕсене касса илнĕ уйран купăста тунисене илсе килсе яшка пĕçерсе паратчĕç. Тĕрĕссипе, тăпрапа, хăйăрпа хутăш хура шÿрпе паратчĕç. Çакăн йышши яшкан пĕр порцине илессишĕн тыткăнрисем черет тăратчĕç. Хăш чухне черет çитиччен яшка пĕтсе çитни те пулатчĕ, вара нимĕнсĕрех таврăнма лекетчĕ. Полицейскисем черетре тăракансене ним çукранах пуçĕсенчен резин патаксемпе çапатчĕç, йĕплĕ пралук ăшне хăваласа кĕртетчĕç. Сивĕпе выçăран чăтмалла мар аптăраттăмăрччĕ.
Пĕррехинче дизентери çакланчĕ те çынсем кашни кун купи-купипе вилетчĕç, вĕсен виллисем тахçанччен чĕррисемпе çумăн выртатчĕç. Вĕсене асăрхами те пулаттăмăр, мĕншĕн тесен вĕсем çав тери нумайччĕ. Чĕррисем вара 60-70 метр сарлакăш, 2 метр тарăнăш шăтăксем чавса вилнисене вут пуленкисем пек хурса пытаратчĕç. Лагерьте хăшĕ-пĕри выçăпа ухмахах тухса каятчĕ, çын ретĕн-чен тухса путсĕр ĕçсем тăватчĕ.
Çапла уçă пĕлĕт айĕнче эпир 1942 çулхи кăрлач уйăхĕччен пурăнтăмăр. Каярахпа пире валли хăмасенчен сарай турĕç, унта эпир хамăр валли 5-6 хутлă нарсем ăсталарăмăр. Лагерьте санитари условийĕсем хăрушăччĕ. Эпир çынсемпе тулса ларнă бараксенче пурăнаттăмăр, тавралла пыйтă та хăнкăла, пăрçа ашкăнатчĕ. Çăвăнма, япаласене, тĕрĕсрех каласан унран юлнă çĕтĕк-çатăка, дезинфекци тума пĕр май та пулман. Çакăн пек таса мар та тискер лару-тăрура çынсем начарланса кайнине тата выçăлла пурăннине пула нумай чир-чĕр алхасатчĕ. Вилĕм пире кашни утăмрах кĕтсе тăратчĕ. Çын пурăнмалла мар хăрушă условисенче чĕрĕ юлма шанăç та пулман, анчах тыткăна лекнисенчен пĕчĕк пайĕ чĕрĕ юлчех, вĕсен шутĕнче эпĕ те.
1942 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче пире тавар вакунĕсем çине тиесе малалла илсе кайрĕç. Эпир 11700-тен 1217 çын тăрса юлтăмăр. Çул çинче виçĕ кун кайрăмăр, каллех нумаййăн вилчĕç. Пире вакунсенчен кăларсан Германие çитнине пĕлтĕмĕр — Айзенах лагере вырнаçтарчĕç. Унта тĕрмере ларакансем те пирĕн çине тискерсем çине пăхнă пекех пăхрĕç, эпир çав тери типшĕмскерсем, хураскерсем, выçăскерсем. Хăрушăрах пулма та пултараймасть. Анчах та нуша малаллах тăсăлчĕ. Пире кунне вунă-вун пилĕк хут çăвăнма хушатчĕç, мĕншĕн тесен хура çапса ларнă ÿтсене çуса тасатма та çукчĕ. Çăвăнма 60-70 метр çÿллĕшĕнчен юхан шыв патне анмаллаччĕ. Пире имшерскерсене каялла хăпарма чăн-чăн тертчĕ — çичĕ-сакăр хут канаттăмăр, унсăр малалла пĕр утăм тума та вăй çукчĕ. Урасене те аран-аран сĕтĕреттĕмĕр, пуçра вара тек пĕр шухăш явăначчĕ: «Ниçтан пулăшу кĕтмелли çук. Ÿкме юрамасть. Чăтмалла, унсăрăн — вилĕм». Çĕре ÿксе тăрайманнисене нимĕçсем резин патаксемпе хĕнесе вĕлеретчĕç. Тата нимĕçсен тепĕр тискерле ĕç пурччĕ: кама коммунист тесе шутлатчĕç, çавсен çамкисем çинче çăлтăр касса кăларатчĕç. Муркаш районĕнчи Муравьев Иванпа та çапла хăтланчĕç. Лешĕ кун пек хĕне чăтаймасăр вилсе кайнă.
1942 çулхи çу уйăхĕнче Айзенах лагерьте эпĕ хамăр ялти Владимиров Семена тĕл пултăм. Малтанах пĕр-пĕрне палласа та илеймерĕмĕр. Кайран, пĕр-пĕрин адресĕсене ыйтса пĕлсен кăна, пĕр ялтан пулнине ăнкарса илтĕмĕр. Пĕрле выляса ÿснĕскерсем палламалла мар пулса кайнă-ха та. Çав самантра чунра мĕнле туйăмсем хуçаланнине сăмахпа уçса параймастăп. Мĕнле хĕпĕртерĕм ăна тĕл пулнишĕн, халĕ эпĕ пĕччен мар — эпир иккĕн. Арçынсем макăрмаççĕ теççĕ, анчах та эпир пĕр-пĕрне ыталаса илсе ĕсĕклесе йĕтĕмĕр.
Выçлăх пире çаплипех кăшлатчĕ. Хырăма мĕнпе те пулин тултарас тесе курăка çăмлаттăмăр, çавăнпа та лагерь çумĕнче, утса çÿрекен çул çинче пĕр курăк та, йывăçсем çинче пĕр çулçă та тăрса юлмастчĕ. Çынсем выçăпа аташсах каятчĕç. Мана вилĕмрен хамăр ялти Семен çăлса хăварчĕ. Ку самант ĕмĕрлĕхех ман пуçра тăрса юлчĕ. Çавăншăн эпĕ ăна çĕре çити пуç таятăп. Семен уринче хром атăччĕ, вăл ăна мĕнле те пулин апат таврашĕпе ылмаштарма пултарнă. Мĕнле ĕç-пуç çавăрттарса ирттернĕ пĕлместĕп, анчах çав вăхăтра вăл мана вилĕм аллинчен хăтарса хăварчĕ. Урине тăхăнма вăл вилерен хывса илчĕ. Владимиров Семен Владимирович халь чĕрĕ пулнă пулсан ман сăмахсене çирĕплетсе паратчĕ.
Кĕçех пире уйăрса ячĕç. Пире аллă çынна Острасиондру салине хуçасем патне ĕçлеме илсе кайрĕç. Эпир вĕсене «шефсем» тесе чĕнеттĕмĕр. Пĕтĕм йывăр ĕçе пире тутарттаратчĕç, çитерме вара пĕр çăкăр татăкĕпе шĕвĕ шÿрпе паратчĕç. Темиçе хут та тарма хăтланнă эпир, анчах кашнинчех йытăсемпе хăваласа тытатчĕç, каялла тавăратчĕç те хытă хĕнетчĕç, апат памастчĕç. Яланах апат çиес килетчĕ. Вăрттăн ĕне суса сĕт ĕçеттĕмĕр. Анчах та çакна хуçасем сисрĕç те бидонсемпе витресене питĕрсе хума тытăнчĕç. Хуçасем кун хыççăн татах хаярланчĕç. 1943 çулхи çу уйăхĕнче эпир баракра ларса виççĕн: Смоленск- ран Николай, Ленинград облаçĕнчен Павел тата эпĕ — тарма шут тытрăмăр. Пире тепĕр кунне тытрĕç те виçсĕмĕре те çирĕп режимлă лагере хупса хучĕç.
Айзенах концлагерьтен пире 1945 çулта ирĕке кăларчĕç, машинăсем çине лартса юхан шыв хĕрне илсе кайрĕç, тепĕр енче — пирĕннисем. Мĕн чухлĕ куççуль юхмарĕ пуль çав телейпе те çăлăнăçпа тулнă кун. Пире ыталаççĕ, типсе ларнă шăм-шаксене курса йĕреççĕ. Чăнах та пирĕн çине куççульсĕр пăхма çукчĕ: пĕр ÿстерсе каламасăр, шăммипе тирри кăначчĕ. Вăрçă хыççăн пире машинăсемпе Тăван çĕршыва ăсатрĕç».
Çĕр çинчи тамăкра чĕрĕ юлнисемшĕн асап концлагерьтен хăтарнипе кăна вĕçленмен-ха. Тыткăна лекнĕ совет çыннисенчен хамăрăннисем кулнă, хăйне евĕрлĕ фильтр тĕрĕслев лагерĕсем витĕр кăларнă.
Григорий Александровичпа та çаплах пулса иртнĕ. Вăрçă хыççăн унăн тÿрех киле таврăнма тÿр килмен.
Тыткăн хыççăн ăна Казахстана Карагандари шахтăна ĕçлеме янă, тăван тăрăха вăл 1947 çулта çеç таврăннă. Нумай çул вăл «тыткăнра пулнă» тăмхапа (клеймо) çÿренĕ, вăл «халăх тăшманĕпе» тата «сутăнчăкпа» танах пулнă. Анчах та ял çыннисем Григорий Александровича хисепленĕ, вăл вĕсемшĕн ырă та таса чунлă, ĕçчен те маттур çын пулнă. Кайран мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Григорий Александрович «Восток» колхозра завхозра вăй хунă. Çак ĕçре вара питĕ тимлĕ те ăста, вăр-вар та çаврăнăçуллă пулмалла пулнă, ку должноç вăл вăхăтра сумлă шутланнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул та çитрĕ. Аслă Çĕнтерÿшĕн пирĕннисен çав тери пысăк хак пама тивнĕ. Вăрçа хутшăннисем çулсерен сахалланса пыраççĕ. Григорий Александрович та пиртен уйрăлса кайрĕ. Янкăлч çыннисем, шкул ачисем ăна юлашки çула чăн паттăр пек чысласа ăсатрĕç. Ветерансем мирлĕ те тăнăç пурнăçшăн сывлăхне те, пурнăçне те шеллемесĕр çапăçнине, вилĕме парăнмасăр Тăван çĕршыва хÿтĕленине пирĕн нихăçан та манмалла мар, вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх упраса хăвармалла. Мĕншĕн тесен паттăрсем вилсен те вĕсен ячĕсем нихăçан та манăçмаççĕ.

Дарья ПЕТРОВА,
Янкăлчри Çарпа Ĕç
мухтавĕн музейĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *