Майăн 9-мĕшĕ — тĕлĕнмелле уяв. Кирек мĕнле уяв та, чи малтанах, савăнăçпа, телейпе, хаваслă кулăпа тулать. Майăн 9-мĕшĕ вара ыттисенчен савăнăçпа хурлăх, кулăпа куççуль пĕрлешнипе уйрăлса тăрать.
Совет салтакĕ Берлина çитсе Çĕнтерÿ ялавне çĕкленĕренпе 74 çул çитрĕ. Вăрçă паттăрĕсене ĕмĕрлĕх асăмлă тăвас тесе пирĕн мĕн пултарнине пĕтĕмпех тумалла.
Майăн 6-мĕшĕнче Вăтапуç салинче пурăнакан, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ çичĕ тыл участникĕ — Мария Афанасьевна Васильева, Семен Степанович Клементьев, Надежда Николаевна Тихонова (ÿкерчĕкре), Нина Степановна Куликова, Ольга Николаевна Герасимова, Евгения Максимовна Мартынова, Алевтина Максимовна Максимова — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн салам çырăвне тата уява пыма йыхрав илчĕç. Вĕсем те ыттисемпе пĕрле Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.
Юрий НИКИТИН,
Вăтапуç ял библиотекин заведующийĕ