Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Юлашки хут янăрарĕ кĕмĕл саслă шăнкăрав

Юлашки хут янăрарĕ кĕмĕл саслă шăнкăрав

Ĕнер пирĕн районти шкулсенче «Юлашки шăнкăрав» уявĕ иртрĕ. Унăн сасси кăçал вĕренсе тухакансем ачалăхпа сыв пуллашнине, вĕсемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланнине пĕлтерчĕ. Вунпĕрмĕшсемпе тăххăрмĕшсемшĕн çак кун ĕмĕрлĕ-хех асра юлĕ. Уяв линейкисенче педагогсемпе ашшĕ-амăшне ÿссе çын пулма пулăшнăшăн, хăйсен опычĕпе пĕлĕвне парнеленĕшĕн, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕшĕн çĕре çити пуç тайса тав турĕç вĕсем.
Кăçал районти шкулсенчен 11-мĕш класран пĕтĕмпе — 128, 9-мĕшĕнчен 329 ача вĕренсе тухать. Паян тăххăрмĕшсем акăлчан тата чă-ваш чĕлхипе экзамен тытаççĕ, вунпĕрмĕшсем хăйсен пĕлĕвне çитес тунтикунран тĕрĕслеме пуçлĕç. Экзаменсене ăнăçлă тытса тухма ăнăçу сунатпăр вĕсене.
Уçырмари вăтам шкултан 5 ача — вунпĕрмĕш класран, 14-шĕ тăххăрмĕшĕнчен вĕренсе тухать. Пиллĕкĕшĕнчен виççĕшĕ шкула медальпе вĕçлес шанăç пур. «Юлашки шăнкăрав сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Эсир аслă çул çине тăма хатĕрленетĕр. Вăл çитĕнÿсемпе тата çутă шанчăкпа пуян», — терĕ шкул директорĕ Петр Николаев шкултан вĕренсе тухакансене «Юлашки шăнкăрав» уявĕпе саламланă май.
Акă пăлхануллă самант та çитрĕ. Кĕмĕл шăнкăрав сасси ачалăх иртсе пынине, çĕнĕ пурнăç пуçланассине систерсе янăраса кайрĕ. Çак сасă пĕр вăхăтрах хавассăн, çав хушăрах кăшт тунсăхлăн та илтĕнчĕ. Мĕншĕн тесен шкултан вĕренсе тухакансем иккĕмĕш кил пулса тăнă пĕлÿ çурчĕпе, юратнă вĕрентекенĕсемпе, пĕр класра пĕлÿ илнĕ юлташĕсемпе сыв пуллашаççĕ.

Артемий МЯСНИКОВ
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *