Июнĕн 11-мĕшĕнче, Раççей кунĕн уявĕ тĕлне, район çамрăкĕсене Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне пачĕç.
Райадминистрацин конференц-залĕнче иртнĕ мероприятие Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Техника инвентаризацийĕн бюровĕ» муниципаллă предприяти директорĕ Виталий Иванов, районти полици начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Эдуард Яковлев, Раççей миграци службин районти пайĕн инспекторĕ Альбина Ларина тата ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.
Ачасене çакăн пек савăнăçлă лару-тăрура паспорт пани вĕсен асĕнче яланлăхах юласса, Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулма хавхалантарасса шаннине палăртрĕ В. Иванов депутат.
Эдуард Николаевич ачасене паспорт тыттарнă май хамăрăн патшалăхăн историне, саккунсене, харпăр хăйĕн прависемпе тивĕçĕсене пĕлмеллине каларĕ. А. Ларина вара паспорта типтерлĕ тытма сĕнчĕ.
Çак кун 14 çул тултарнă тăхăр хĕрачапа арçын ача паспортлă пулчĕç. Районти çамрăксен правительстви ячĕпе вĕсене Алина Павлова тĕп эксперт специалист саламларĕ. Пĕрлехи паспорт системин историйĕпе, вăл 1932 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче вăя кĕнĕ, кĕскен паллаштарчĕ. Çав вăхăтранпа паспорт пурнăçра чи кирлĕ документ пулса тăнă. Раççей Федерацийĕн гражданинĕн ятне тивĕçни — пысăк чыс. А.Павлова çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупса пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Алла паспорт илнĕ çамрăксем вĕренÿре, ĕçре хăйсен пултарулăхне ÿстерсе пырса Канаш районĕн, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн ят-сумне çирĕплетме, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн пуç хунă асаттесемпе мăн асаттесен ятне ĕмĕр асра тытма тупа турĕç.
Раççей патшалăхĕн кунне халалласа юнкун Шупашкарта та пысăк уяв пулнă. Хĕрлĕ лапамра иртнĕ уяв мероприятийĕ- сене хутшăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, çак уяв Тăван çĕршыва юратакан, унăн аваллăхне упракан, пуласлăхне шанакан мĕн пур çынна пĕрлештернине палăртнă. Чăваш Республикинче пурăнакан тĕрлĕ халăхăн культура центрĕсен представителĕсем «Туслăх парадне» хутшăннă. 14 çул тултарнă шкул ачисене регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей гражданинĕн тĕп документне — паспорт панă.
Антонина ТЯМИНА
Автор сăн ÿкерчĕкĕ