Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Çулсен юсавлăхĕпе паллашнă

Çулсен юсавлăхĕпе паллашнă

Авалхи Римра «Çул _ вăл пурнăç» текен девиз пулнине историрен аван пĕлетпĕр.
Çул-йĕр автотранспорт е çын çÿремелли вырăн кăна мар, вăл районăн, регионăн, экономика аталанăвне хак паракан енсенчен пĕри. Хула-поселокра кăна мар, ялта та тикĕс çул пулсан питех те аван вĕтха. Паянхи пурнăçра унăн пĕлтерĕшĕ пушшех те пысăк.

2019-2024 çулсенче пурнăçа кĕртмелли «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ те çулсен пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк витĕмлĕ пулнине кăтартса парать. Автотранспортпа çула тухсан паян унта та кунта çул тунине е юсанине курма пулать. Ку тĕлĕшпе районти ялсенче те ĕçсем пыраççĕ. Урам хушшинчи çулсене вак чул сарса çирĕплетеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Марта Сигимова çул-йĕр строительствипе юсав ĕçĕсем мĕнле
пынипе вырăна тухса паллашнă.
Вĕсем Çатăрка Çырми, Карăклă, Юмансар, Шуркасси, Тури Сурăм, Матьшÿ, Малтикас ялĕсене тата Шăхасан салине çитсе урамсенчи çулсен юсав пахалăхне тĕрĕсленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code