Четверг, 12 декабря, 2024
Главная > Публикации > Патшалăх хÿттинче

Патшалăх хÿттинче

Ватлăх — çын ĕмĕрĕнчи пĕр тапхăр, вăл никамран та айккипе иртсе каймасть, вăхăт çитсен пурин патне те килет. Çамрăк чух вăй нумай, çулсем иртнĕ çемĕн сывлăх та хавшать, вăй-хал та чакать, çавна май çынсем тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Пирĕн çĕршывра ватăсене самаях курăмлă тимлĕх уйраççĕ. Аслă ÿсĕмри çынсем валли çăмăллăхсемпе тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса парасси тата вĕсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатасси — патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ задачисенчен пĕри. Камăн ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк, вăл обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăнма пултарать, кашнинех хăйне аталантарма май пур. Çав вăхăтрах кам хăйне хăй пăхаймасть, патшалăхран тĕрлĕ йышши пулăшу илсе тăрать. Паян районти çынсем илекен çăмăллăхсемпе пулăшусем пирки Канаш хулипе районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайăн ертÿçи Эльвира Яковлева тата Канашри халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн директорĕн çумĕ Любовь Жукова тĕплĕнрех каласа параççĕ.
— Эльвира Васильевна, тивĕçлĕ канăва тухнă çынсенчен камсем патшалăхран укçан пулăшу илме пултараççĕ?
— Пĕрремĕш çур çуллăхра Канаш хулипе районти 15665 пенсионера пурĕ 77621,5 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу кÿнĕ.
Ватăсене нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсавшăн тÿлекен тăкаксен пĕр пайне тавăрса параççĕ. Кун пек çăмăллăха 70-тен, 80-ран иртнĕ пĕччен пурăнакан, ĕçлемен харпăрлăхçăсем (50 процентпа 100 процент таран) илме пултараççĕ, 1 и 2 ушкăн инваличĕсемпе е ĕçлемен пенсионерсемпе пĕрле пурăнакан 70-пе 80-ран иртнĕ ватăсене те тăкаксемшĕн компенсаци тавăрса параççĕ. Компенсацие çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тата капиталлă юсавшăн тÿлессипе парăмсем пулмасан кăна параççĕ. Икĕ кварталта кун пек пулăшăва хулапа районти 536 пенсионер 404,3 пин тенкĕлĕх илнĕ. Компенсаци илес тесен харпăрçăсен Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен вырăнти уйрăма пымалла.
Нумай хваттерлĕ çуртра çурт-йĕршĕн тата капиталлă юсавшăн тÿленĕ тăкаксене çавăн пекех ялсен тата хулапа тан рабочи посĕлокĕсен территорийĕсенче вырнаçнă организацисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ тата çав организацисенченех тивĕçлĕ канăва тухнă, ялта пурăнакан граждансенне те саплаштараççĕ. Палăртнă социаллă пулăшу уйăхсерен 1055 тенкĕлĕх компенсаци панипе çыхăннă.
Реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсенчен хĕн курнă, Чăваш Республикинче пурăнакан ватăсене те укçан пулăшаççĕ. Ултă уйăхра Канаш хулипе районти 41 çынна 696,2 пин тенкĕ тÿленĕ. Реабилитациленĕ çынсен укçа виçи 2634 тенкĕпе танлашать, политика репрессийĕсенчен хĕн курнисен — 2345 тенкĕпе.
Чăваш Республикинче пурăнакан тыл ĕçченĕсем те укçан тÿлев илеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхра пирĕн хулапа районти 81 тыл ĕçченне 565,24 пин тенкĕлĕх укçа панă. Вĕсен укçа виçи 1044 тенкĕпе танлашать.
Страховка пенсийĕ тутарнă ĕçлемен ĕç ветеранĕсем те уйăхсерен 1100 тенкĕ укçа илсе пурăнаççĕ. Вĕсене телефоншăн тÿлекен тăкаксен 50 процентне те тавăрса параççĕ. Пĕрремĕш çур çулта Канаш хулипе районĕн 7614 ĕç ветеранĕпе Чăваш Республикин ĕç ветеранне 51,6 млн тенкĕ тÿленĕ. Телефоншăн тÿленĕ тăкаксен 50 процент компенсацие 2555 çынна 1,3 млн тенкĕлĕх тавăрса панă.
— Эльвира Васильевна, укçан пулăшу илнисĕр пуçне аслă ÿсĕмри çынсем тата мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ?
— Çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен пирĕн регионта пурăнакан ветерансем аслă ÿсĕмри çынсемпе инвалидсен социаллă тата сывлăха лайăхлатакан «Вега» центрĕнче 18 кунлăх курспа сывлăхне лайăхлатаççĕ. Сыватакан курса электросиплев, шыв процедурисем, тĕрлĕ йышши массажсем кĕреççĕ.
Канма каяс текенсем халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен вырăнти пая документсем тăратаççĕ: гражданинăн заявленийĕ, паспорт е çын кам пулнине палăртакан ытти документăн копийĕ, сывлăх мĕнле пулнине çирĕплетекен медицина учрежденийĕн пĕтĕмлетĕвĕ, çăмăллăх илме право паракан удостоверени, медицина страхованийĕн полисĕ.
Пая заявлени панă граждансен йышĕнче шутланакан ветеранăн икĕ çулта пĕр хутчен кăна путевка илме май пур, унсăр пуçне ку çулта социаллă пулăшусен пуххине илекен (получатель набора социальных услуг) пулмалла мар. Кăçалхи çул Канаш хулипе районĕнчен 60 ветеранпа ÿсĕмне кура пенсие тухнă çын сывлăхне çирĕплетнĕ.
— Эльвира Васильевна, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверенине камсем илме пултараççĕ?
—  Нумай çул хушши Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн хастар ĕçленĕшĕн çынсене хавхалантарас тĕлĕшпе 2015 çултан пуçласа «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверенине çирĕплетнĕ. Ăна илес тесен хĕрарăмсен ĕç стажĕ 37 çул та 6 уйăхпа танлашмалла, арçынсен — 42 çул та 6 уйăхпа, вĕсенчен 18 çул та 9 уйăхĕ хĕрарăмсемшĕн, 21 çул та 9 уйăхĕ арçынсемшĕн Чăваш Республикинче ĕçленĕ вăхăт пулмалла. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» удостоверенине парасси малалла пырать, ултă уйăхра «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята хулапа районăн 217 çынни тивĕçнĕ.
— Паянхи куна сирĕн пайра районти миçе çын социаллă пулăшăва илме учетра тăрать?
—  Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 7 участникĕпе инваличĕ, 332 тыл ĕçченĕ, вăрçăра вилнĕ салтаксен 64 тăлăх арăмĕ, 4184 ĕç ветеранĕ, реабилитациленĕ 13 çын, политика репрессийĕсенчен хĕн курнă 1 çын учетра тăраççĕ.
—  Любовь Валерьевна, сирĕн центр аслă ÿсĕмри çынсене мĕнле пулăшу парассипе ĕçлет?
—  Канашри халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр районти ватăсене стационарлă тата килти пулăшупа тивĕçтерет. Районта пирĕн виçĕ ваттисен çурчĕ (стационар), унта кил-çуртсăр, ачисем пăрахнă, тăлăх та сывлăхĕпе хавшак ватăсем хÿтлĕх тупаççĕ. Çавăн пекех пирĕн социаллă ĕçченсем мучисемпе кинемейсене эрнере икĕ-виçĕ хутчен килĕсене кайса та пулăшу кÿреççĕ. Вĕсемпе калаçаççĕ, мĕн кирлине туса хăвараççĕ.
—  Çакăн пек килти пулăшăва илес тесен мĕн тумалла?
— Чăн малтанах пирĕн центра заявлени çырмалла. Кайран хамăр патрах йĕркеленнĕ комисси вырăна тухса пурăнмалли условисене тĕрĕслени çинчен акт çырать, чăнах та çынна пулăшу кирлĕ е кирлĕ маррине палăртать. Ватă йывăр условисенче пурăнать пулсан ун патне пирĕн ĕçченсем тухса çÿре-
ме пуçлаççĕ. Çавăн пекех пирĕн центрта васкавлă социаллă пулăшу паракан уйрăм та пур. Унта шăнкăравласан хăвăрт пулăшу кĕтекенсем патне мобильлĕ бригада тухса каять.
—  Любовь Валерьевна, пирĕн çĕршывра ватă çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе тата системăллă пулăшу парассипе «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ÿсĕмри ăру» проект ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çак проектпа килĕшÿллĕн ватăсемпе çыхăннă мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?
— Эпир медицина учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр: ватăсене больницăсене илсе çÿретпĕр, çулталăкра пĕрре медосмотр, виçĕ çулта пĕрре диспансеризаци тухма пулăшатпăр. Е тухтăрсене чĕнсе илетпĕр, вĕсем пирĕн хÿтлĕхре тăракансене учета илеççĕ, вĕсен сывлăхне тивĕçлĕ шайра пăхса тăраççĕ. Çавăн пекех ватăсене вăхăтра вакцинаци тăвассине те тимлĕхсĕр хăвармастпăр.
Нумаях пулмасть пирĕн центрта асăннă проекта пула ватăсемпе инвалидсене тĕрĕс пăхассипе занятисем иртрĕç. Занятисен программи «Реабилитаципе пăхса тăрассине вĕрентекен шкул» ятлă. Ку шкулти занятисене камăн ятарлă медицина пĕлĕвĕ çук, анчах та чирлĕ, ватă тăванĕсемпе çывăх çыннисене тĕрĕс пăхма вĕренес текенсем валли ирттереççĕ. Кунта реабилитацин техника хатĕрĕсемпе усă курма вĕрентеççĕ тата реабилитаци ĕç-хĕлĕнчи право пулăшăвне параççĕ. Занятие çÿрекенсем гигиена правилисене, выртакан чирлĕ çынсене апат тĕрĕс çитерессине, инвалида кил-çуртри пурнăç йĕркине хăнăхма вĕрентессине тата ыттине те ăса хываççĕ. Кунсăр пуçне итлекенсене психолог пулăшăвĕ те пама пултараççĕ, мĕншĕн тесен хăтлă, кăмăла тивĕçтерекен лару-тăру чирлисене хăвăртрах
сывалма пулăшать. Пĕрремĕш кÿртĕм заняти августăн 1-мĕшĕнче иртрĕ, малашне кашни уйăхрах ирттерме шутлатпăр. Занятисене килес кăмăл пуррисем 2-22-64 телефонпа çырăнма пултараççĕ.
Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç вăл — килти библиотека. Библиотекăсене хăйсене тĕллĕн тухса çÿреме йывăр çынсене пирĕн социаллă ĕçченсем вулавăшсенчен кирлĕ кĕнекесем кÿрсе параççĕ. Центрпа библитекăсем тачă çыхăнса ĕçленине пула аслă ÿсĕмри çынсем общество пурнăçĕнче хăйсен вырăнне тупаççĕ, хальхи саманаран айккинче тăрса юлмаççĕ.
— Сирĕн центр социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай организаципе тачă çыхăнса ĕçлет. Кун пек хутшăнса ĕçлени нумай пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме май парать. Тата камсемпе çыхăну тытатăр?
— Çапла, килĕшÿре тунă ĕçсен пахалăхĕ пысăк. Эпир тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та аван ĕçлетпĕр. Вĕсем пирĕн ĕçтешсене хушма пĕлÿ илме май параççĕ. Хальхи вăхăтра пенси çулне çитсе пыракан ĕçтешсем социаллă ĕçчене вĕренеççĕ. Çавăн пекех ытти профессисен ăсталăхне илессипе те курссем тухаççĕ.
Пирĕн центр патшалăха пула ватăсен пурнăçне çăмăлатассипе, вĕсен пурнăç условийĕсене хăтлăлатассипе, йывăр вăхăтра пулăшассипе, пулăшу кирлĕ çынсене тимлĕх уйăрассипе нумай ĕçлет, ватăсем хăйсене обществăра аван туйччăр тесе тăрăшать. Пирĕн патра стационарлă тата килти пулăшу илме черетсем çук, пур ыйтăва та çийĕнчех пăхса тухса йышăну тăватпăр. Паянхи кун тĕлне эпир Канаш районĕнче стационарта 48 кинемейпе мучине, килте 167 çынна пулăшу кÿретпĕр. Аслă ÿсĕмри пур çынна та сывлăх, телей, канлĕ ватлăх, çамрăксенчен пархатар сунатăп.
— Эльвира Васильевна, Любовь Валерьевна, тавтапуç сире тĕплĕ те усăллă калаçушăн.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *