Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ялти стажшăн — хушма укçа

Ялти стажшăн — хушма укçа

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пурнăç тăршшĕпе ялта пурăнакан, ял хуçалăх производствинче 30 е ытларах çул вăй хунă ĕçлемен пенсионерсем ял пенсийĕн хушма укçине илме тытăнчĕç. Анчах та хушма пулăшу пирки паянхи кун та чылай ыйту сиксе тухать, вĕсене уçăмлатас тĕллевпе РФ Пенси фончĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн ертÿçин çумĕпе Дамир Сабировпа тĕл пулса калаçрăм.
—  Дамир Ринатович, паянхи кун тĕлне Канаш районĕнче мĕн чухлĕ пенсионер пурăнать, вĕсенчен миçе çын ял пенсийĕн хушма укçине илме тивĕçнĕ?
— Канаш районĕнче пурĕ 10333 пенсионер пурăнать, вĕсен вăтам пенсийĕ 11901 тенкĕ те 19 пуспа танлашать. Вĕсенчен 1106 çын ял пенсийĕн хушма пулăшăвне илме тивĕçнĕ, анчах та вун виççĕшĕ халĕ те ĕçленĕ пирки çак хушма пулăшăва паянхи кун тĕлне 1093 çынна кăна тÿлеççĕ.
— Тепĕр хут аса илер-ха, мĕне пĕлтерет «ял хуçалăх стажĕ»?
— Ялти 30 çул стажа ял хуçалăх производствин тĕрлĕ отраслĕнче — ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетни — ĕçленисем кĕреççĕ. Ĕç кĕнекинче çырнă профессипе должность РФ Правительстви 2018 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Списокпа (ăна РФ Правительствин 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчи постановленийĕпе анлăлатнă, унта çĕнĕ профессисем, должноçсемпе специальноçсем кĕртнĕ) килĕшсе тăмалла. Тулли Списокпа РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн сайтĕнче «Регионта пурăнакансем валли информаци» пайра, Пенси фончĕн клиент службисенче паллашма пулать.
—  Ял хуçалăх производствинчи стажа шутланă чухне мĕнле тапхăрсене кĕртеççĕ?
—  Раççей Федерацийĕн территорийĕнче 1992 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен колхозсенче, совхозсенче, колхозсем хушшинчи предприятисенче, машинăпа трактор станцийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, ял хуçалăх артелĕсенче ĕçленисем профессипе должноçа пăхмасăр стажа кĕреççĕ. Ун хыççăнхи тапхăртан ял хуçалăхĕнчи уйрăм ĕçсем, профессисем, должноçсем е специальноçсем Списокра кăтартнă ятсемпе пĕрешкел пулмалла. Ĕç кĕнекинче çырни çирĕплетнĕ Списокран уйрăлса тăрать пулсан саккун вĕсен Списокпа пăхнă ятне пĕрпеклетме май парать, çав ĕçсен ятне пĕрешкеллетнине çирĕплетнĕ хыççăн ял стажне шутланă чухне шута илме пуçлаççĕ.
—  Дамир Ринатович, ял пенсийĕн хушма укçине мĕнле шутласа параççĕ?
— Ял пенсийĕн хушма пулăшăвĕ пенсионерсен пенсийĕн çирĕплетнĕ тÿлев виçин 25 проценчĕпе танлашать. Пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçи паянхи кун тĕлне — 5334 тенкĕ те 19 пус, апла пулсан ял пенсийĕн хушма укçи 1333 тенкĕ те 55 пуспа танлашать.
— Тивĕçлĕ канăва тухсан ял хуçалăх стажне çитмен вăхăта ĕçлесе çитерме юрать-и?
— Паллах. Ялти 30 çул стажа ĕçлесе çитерсен Пенси фончĕн Канашри уйрăмне заявлени килсе çырмалла. Пенсие заявление йышăннă хыççăн тепĕр уйăхран шутласа параççĕ.
— Ял пенсийĕн хушма тÿлевне илес тесен ятарласа документсем тăратмалла-и?
— Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен Пенси фончĕн уйрăмĕн ĕçченĕ-сем базăри харпăр персинификациленĕ учетăн сведенийĕсене пăхса тухса хăйсемех ял пенсийĕн хушма укçине тÿлемеллине йышăннă пулсан, палăртнă тапхăртан ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çыннăн стажа ÿстерес тесен Пенси фончĕн вырăнти уйрăмне заявлени килсе çырмалла. Пенси фончĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем вара унăн пенси виçине çĕнĕрен пăхса тухаççĕ, çĕнĕрен шутласа параççĕ.
— Дамир Ринатович, ял хуçалăхĕнче ĕçленине ĕнентерекен хушма документсем тăратсан пенсие хăш срокран шутласа параççĕ?
— 2019 çулта пенсионер ялти стажа кăтартакан документсем тăратсан (сăмахран, шкул çулĕсенче ĕçлени çинчен), вĕсене маларах ПФРа паман пулсан, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнченех шутласа параççĕ. Документсене 2020 çултан кăна тăратсан вара пенсие заявлени çырнă хыççăн тепĕр уйăхран çеç шутласа параççĕ. Çавăнпа та ялти стажа ĕнентерекен документсене Пенси фондне тăратма васкăр, заявлени килсе çырăр, ял стажне ĕнентерекен документсем алра çук пулсан, эсир ĕçленĕ хуçалăхсене хамăрах ыйтса (запрос)ярăпăр.
— Пенсионер хулара ĕçлеме пуçласан е ялтан куçса кайсан хушма тÿлев сыхланса юлать-и?
—  Пенсионер ĕçлеменни тата вăл ялта пурăнни —  хушма тÿлев илмелли тĕп условисем. Хулана ĕçе вырнаçсан е пурăнма унта куçса кайсан ялти стажшăн тÿлеме чарăнаççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн пенсионерăн хăй пурăнакан вырăна ылмаштарнине е урăх лару-тăру сиксе тухнине тепĕр ĕç кунĕнчен кая юлмасăр Пенси фончĕн органĕсене пĕлтермелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *