Понедельник, 2 декабря, 2024
Главная > Публикации > Аслă ăрăва чыслатпăр та мухтатпăр

Аслă ăрăва чыслатпăр та мухтатпăр

Этем пурнăçĕн тапхăрĕсене — ачалăха, çамрăклăха, ватлăха — çут çанталăкăн вăхăчĕсемпе, çуркуннепе, çуллапа, кĕркуннепе — танлаштарма пулать. Шутласан, чăнах та çавăн пек мар-и-ха? Çуркунне мĕнпур тавралăх, йывăç-тĕм, чечек-курăк вăй илсе аталанать, ÿсет, чечек çурса илемĕпе тыткăнлать. Кĕркунне мĕнпур илем çĕр çине тăкăнса тĕсне çухатать. Ача çуралать те çитĕнсе çирĕпленет. Çамрăклăх чи илемлĕ те вăй-хал тапса тăракан вăхăт. Ватлăх енне сулăнсан вара сывлăх та хавшать, хавхалану та иксĕлет-и, тен. Шăпах ылтăн кĕркунне евĕр. Ватлăха ылтăн кĕркуннепе ахальтен танлаштармаççĕ ĕнтĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ. Аслă ăру çыннисене чысламалли, сума сумалли уяв вăл. Тĕрĕссипе, вĕсен çинчен пĕр кун та манмалла мар. Ватă çынна нумай кирлĕ-и: уншăн ăшă сăмах сиплĕ эмел вырăннех, унпа кăшт кăна калаçсан та вăл чунтан хавхаланать. Аслă ăру çыннисем çирĕп ыйтма та, сĕнÿ-канаш пама та, йăпатма та пултараççĕ.
Кун-çулне пархатарлă ĕçре ирттерсе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем пĕр самант та ахаль лармаççĕ, вĕсем кил хушшинче, сад-пахчара тăрмашаççĕ, чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ, ачисене, мăнукĕсене вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен районта кашни çулах «Аслă ăру çыннисене чыслатпăр та мухтатпăр» ятпа уйăхлăх иртет. Акци тĕрлĕ мероприятипе пуян: тĕлпулусемпе, уявсемпе, чыславсемпе, асаилÿсемпе.
Сентябрĕн 29-мĕшĕнче, сăмахран, Вăрман Енĕш клубĕнче ватă çынсем валли уяв туса панă. Пуçтарăннисене Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Аристархова ăшшăн саламланă, ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă, сывлăх, телей суннă.
Ырă кăмăллă кукаçисемпе кукамайсен, асаттесемпе асаннесен кăмăлне Шупашкартан килнĕ «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ хăйĕн тĕлĕнмелле илемлĕ юрри-ташшипе тыткăна илнĕ. ял çыннисем артистсемпе пĕрле кăмăл туличчен юрланă, ташланă.
Катек вăтам шкулĕнче ватăсене хăйне евĕрлĕ саламланă. Библиотекарьсемпе клуб ĕçченĕсем кунта «Эпир сире юрататпăр, эпир сирĕнпе юнашар» ятпа литературăпа музыка каçĕ йĕркеленĕ. Уява пуçтарăннисене Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Аввакумов, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Валентина Степанова ăшшăн саламланă. Шкул ачисем тата «шуçăм» халăх фольклор коллективĕн артисчĕсем илемлĕ концертпа савăнтарнă.
Анаткас ял клубĕнче вара аслă ăру çыннисене вырăнти культура ĕçченĕ-сем Левтина Марье пьеси тăрăх лартнă «Ним тумасăр ывăнать ман старик» спектакль кăтартнă.
Ватă çынсем ăс-хакăлпа пуян. Мĕнрен килет çакă? Ара вĕсем пурнăç пурăнса ирттернĕ: тем те тÿссе курнă, темле йывăрлăха та парăнтарнă, пĕр сăмахпа, пурнăç шкулĕ витĕр тухнă. Çавăнпа вĕсем вĕрентсе каланине çамрăксен шута илмеллех. Ваттисен сăмахĕсем, халăх каларăшĕсем çакнашкал ватăсем вĕрентсе каланинченех пуçтарăнса пынă ĕнтĕ. Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Воронова уява пуçтарăннă ветерансене саламланă май шăпах çак шухăша палăртнă. Чылай çын ÿсĕмĕпе, сăн-питрен ватă курăнсан та унăн чун-чĕри варринче çамрăклăхран юлнă тĕпренчĕк упранатех. Çав тĕпренчĕк пурăнма хавхалану кÿрсе тăрать. Ватăсен вăйсăрланнă куçĕсенчен тинкерсе пăхсан вĕсенче хыçа юлнă çулсем çинчен аса илтерсе тăракан калама çук тарăн шухăш упранни сисĕнет. Ахальтен мар вĕсем тахçанхине паянхи пек яр уççăн астăваççĕ.
Ватăсене чысласси çак кунсенче кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ. Янкăлчпа Хучелте, Вăтакас Кипечпе Уçырмара, Çеçпĕлпе Шăхасанта, Аччара, ытти-ытти ялта, çавăн пекех Сиккассинчи Ветерансен çуртĕнче, Канаш райповĕнче.
— Эпир хамăрăн ветерансене пĕр самант та манмастпăр, вĕсене пархатарлă ĕçĕшĕн тав тăватпăр, асра тытатпăр. Вĕсенчен чылайăшĕ паян пенсире пулин те ырми-канми ĕçлет, чирлисене сиплет, — ырă суннă район больницин тивĕçлĕ канури ĕçченĕсене тĕп врачăн çумĕ Наталия Беляева, профсоюз организацийĕн председателĕ Татьяна Ефимова, Лидия Герасимова тĕп медсестра, асăнмалăх парне парса хавхалантарнă.
Виçĕм кун район администрацийĕн ветеранĕ- сем тата ветерансен халăх хорне çÿрекенсем уява паллă турĕç. Тулăх сĕтел хушшинчи çепĕç калаçу тахçан пĕрле ĕçленĕскерсен чунĕсене çемçетрĕ. Вĕсем çамрăк чухнехи самантсене, ырми-канми ĕçленĕ вăхăтсене пĕрне-пĕри пÿлепÿле аса илчĕç. Вĕсен ячĕпе райадминистраци, РФ Пенси фончĕн Канашри пайĕн, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿлĕхĕсем нумай ăшă сăмах каларĕç. Ветерансем район пурнăçĕпе, пуласлăхĕпе интересленсех тăраççĕ, администрацие пырсах çÿреççĕ.
Пурнăçра кашни ватăн ылтăн кĕркуннийĕ чăннипех те ылтăн тĕслĕ кăна пултăр. Вĕсене кашни килен куншăн савăнма, ялан хавхаланчăк кăмăллă пулма сывлăх, телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Сирĕн пуян ăс-хакăлăр çамрăк ăрушăн питех те кирлĕ, усăллă. 

Ирина Андреева

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *