Вторник, Октябрь 22, 2019
Главная > Публикации > Ямаш ял тăрăхĕ

Ямаш ял тăрăхĕ

Татьяна Аристархова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Ямаш ял тăрăхне кăçалхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнчен ертсе пыратăп. Пирĕн тăрăха пĕтĕмпе пилĕк ял кĕрет: Ямаш, Вăрман Енĕш, Пратьякас Енĕш, Имел, Малти Питтикасси, вĕсенче 1088 çын пурăнать.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ял тăрăхĕн экономика шăнăрĕ — ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăхĕ. Ямаш енре Владимир Герасимов, Эдуард Шамуков тата Людмила Крылова хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах Владимир Николаевича ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăннăшăн уйрăммăн палăртса хăварас килет, унăн хуçалăхĕ хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасатса тăма пулăшать. Вăрман Енĕш клубне вырăнти пуçару мелĕпе юсанă чухне чÿречесене çĕнетме укçапа тивĕçтерчĕ. Ял уявĕ ирттермелле-и, Çĕнтерÿ кунĕ çывхарать-и — нихăçан та хирĕçлемест вăл, яланах пулăшу кÿме хатĕр.
Вырăнти социаллă сферăна илес пулсан Ямаш ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пур, Ямашра тата Вăрман Енĕшре ача сачĕсем ĕçлеççĕ. Çынсене медицина пулăшăвĕпе Ямашри тухтăр амбулаторийĕ тата Вăрман Енĕшри фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçтереççĕ. Вăрман Енĕшри ФАП пĕр вăхăт хупăнса тăчĕ. Людмила Степанова фельдшер тăрăшнипе çак медицина учрежденийĕ 2017 çул вĕçĕнче çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Ку ĕçре ăна мăшăрĕ Дмитрий Иванович тата ял халăхĕ нумай пулăшрĕç.
Ял тăрăхĕнче культура учрежденийĕсем тата библиотека пур. Культура çурчĕсен çумĕнче «Ямаш ен» (ертÿçи Людмила Константинова) тата «Енĕшсем» (ертÿçи Николай Артемьев) фольклор ушкăнĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. 2007 çулта Ямашри Культура çурчĕ çумĕнче «Задоринки» ташă ушкăнĕ йĕркеленнĕ, пĕчĕк пикесене Надежда Александрова ташă тĕнчине илсе кĕрет. Аслăрах çулти хĕрсем «Девчата» ушкăна ташлама çÿреççĕ. Çак пултарулăх ушкăнĕсем вырăнта, хулапа районта тата республикăра иртекен мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ.
2018 çулта Ямашри Культура çуртне юсанă, çакă «Вырăнти Культура çурчĕ» республикăн тĕллевлĕ проек-
чĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Проект ялти культура çурчĕсене юсама тата вĕсен техникăпа пурлăх базине çĕнетме май парать. Ямашри Культура çуртне юсаса йĕркене кĕртме 1,5 миллион тенке яхăн укçа уйăрнă пулнă.
Ял тăрăхĕн пурнăçне лайăхлатас тесен общество ĕçĕсенчен пĕрин те айккинче пăрăнса юлмалла мар. Ырă ĕçсем тума ял халăхне старостăсемпе депутатсем хавхалантарса тăни пĕлтерĕшлĕ. Малти Питтикассинче çак пулăм уйрăмах курăмлă. Лидия Степанова староста тата Вячеслав Степанов депутат ял халăхне пур мероприятие те çăмăллăнах явăçтарма пултараççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем ялти çивĕч ыйтусене татса парас ĕçре те пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Çак ял хастарĕсем тăрăшнипех Малти Питтикассинчи клуба юсама май килчĕ. Юсав ĕçĕсене вырăнти пуçару мелĕпе пурнăçланă. Çак пысăк тата пĕлтерĕшлĕ ĕç çинчен Геннадий Спиридонов кĕскен каласа кăтартĕ.
Юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк пулăшу кÿнине палăртса хăварас килет. Хальхи вăхăтра Ямаш ялĕнче Смеловсен çемйи валли çурт хăпартаççĕ.
Ялти урамсем йĕпе-сапара пылчăкпа çăрăлса кайманни пурне те савăнтарать паллах. Кун пек чухне ял хушшине кирек хăш вăхăтра та çăмăллăнах кĕрсе тухма пулать-çке-ха. Хамăр тăрăхра эпир урамсене чул сарса çирĕплететпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа, сăмахран, Вăрман Енĕш ялĕнчи «50 лет Октября» урамăн пĕр пайне (300 метр тăршшĕ) вак чул сарнă, çавăн пекех Имел ялĕнчи Садовая урама юсанă. Çитес вăхăтра ытти урамсене йĕркене кĕртсе пыма палăртатпăр.
Кирек мĕнле пулсан та ялта пурнăç хăйĕн еккипех пырать. Вăл ырă енне улшăнасси вара йăлтах хамăртан килет. Пирĕн малашлăх, паллах, çамрăксенче. Вĕсем тата ял халăхĕ пуçарнипе вырăнти спорт залĕн хутса ăшăтмалли системине юсанă. Ял малашлăхĕшĕн çунакансене пысăк тав.

Андрей АЛЕКСЕЕВ, Вăрман Енĕш ялĕн старости:
— Канаш хулинчи пушар хуралĕнче нумай çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. Общество ĕçĕ валли пушă вăхăт нумайланчĕ темелле. Черетлĕ ял пухăвĕнче мана староста пулма суйларĕç. Килĕшрĕм. Хамăр тăван ялшăн ыррине тата лайăххине ытларах тăвас килчĕ. Мăшăрăмпа Светлана Владимировнăпа эпир яланах халăх хушшинче, çакă та ял-йыш шанăçне тÿрре кăларма май парать пулĕ тетĕп. Эпир унпа иксĕмĕр ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çÿретпĕр. Концертсемпе, спектакльсемпе çывăхри ялсене тата районпа республикăра иртекен мероприятисене хутшăнма тăрăшатпăр.
Староста ялта пĕччен пысăк ĕç тăваймасть, кирек мĕнле ĕçе те туслă йышпа пурнăçламалла. Çавăнпа та çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсен кăмăлне тивĕçтерме пĕлни кирлĕ. Çав вăхăтрах юнашар хавхалантарса пыракансем пулни те пĕлтерĕшлĕ. Халĕ хамăр тунă ĕçсем çинчен каласа хăварас килет. Кăçал утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче ял уявне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Ял-йыш пысăк мероприяти умĕн тÿрех пĕр йыша чăмăртанчĕ, уява чылай маларах хатĕрленме пуçларĕ. Ялти клуба илем кĕртрĕмĕр, урамра пысăк сцена туса лартрăмăр, тутлă апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлерĕмĕр. Хăна-вĕрле кĕтсе илесси чăнласах та яваплă ĕç.
Ялта çавăн пекех кулленхи ĕçсене пурнăçласа пыратпăр. Çимĕк умĕн масара тасатса йĕркене кĕртетпĕр, урамсенче субботниксем ирттеретпĕр. Ĕçлеме ÿркенменнисем валли ялта ĕç тупăнсах тăрать. Халăхпа, ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесен курăмлă ÿсĕм пулатех.

Геннадий СПИРИДОНОВ, Малти Питтикассинче пурăнакан:
— Пирĕн ялти клуба иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче лартнă пулнă. Унăн шиферпа витнĕ тăрри унтан-кунтан çуркаланса пĕтсе шыв антарма пуçларĕ, чÿрече рамисем çĕрĕшсе пĕтрĕç, клубра çил ачисем «туй» тăватчĕç. Алăкне иккĕн аран-аран йăткаласа вырăнне лартатчĕç. «Çак юсав ĕçĕсене мĕнле те пулин май килтерсе кăçал пурнăçлама пулмасть-ши?» — текен çивĕч ыйтăва ял-йыш пухăвĕнче сÿтсе яврăмăр. Эпир ыйтнине Ямаш ял тăрăхне ертсе пыракансем итлерĕç. Юсав ĕçĕсене 350 пин тенкĕлĕх хакларĕç. Вăл шутран 135 пин тенкине ял администрацийĕ уйăрчĕ. Май килнĕ таран ял халăхĕ укçа пуçтарса пачĕ, ыттине вара, 210 пин тенкине, хамăр ялта çуралса çитĕннĕ Анатолий Андреев парса пулăшрĕ.
Çак пуçтарăннă укçапа клуб тăррине профнастилпа витнĕ, 10 чÿрече блокĕсене улăштарнă, кĕмелли верандăна çĕнĕрен хăпартнă тата вырăн-вырăнпа катăлнă штукатуркăна юсанă. Ниме йĕркипе юсав ĕçĕсене тума ял çыннисем тата хулана пурăнма куçса кайнисем пулăшрĕç. Çакăн пек пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçе хутшăннă кашни çыннах пысăк тав сăмахĕ калас килет, вĕсем ял малашлăхне шанса хăйсен вăхăтне шеллемесĕр клуба юсаса хăтлăх кĕртрĕç. Культура вучахне çакăн пек пысăк ĕçсем туса капăрлатнă хыççăн упраса хăварасчĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code