Çак кунсенче Канаш райповĕн Шăхасанти хуçалăх таварĕсен лавккинче гастрономи уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Райпон тĕллевĕ — вырăнта туса кăларакан экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие халăх патне çитересси.
Вырăнта туса илекен продукци шутне мĕн кĕрет-ха?
— Маякра пирĕн кондитер цехĕ ĕçлет, унта 32 тĕрлĕ кондитер изделийĕ туса кăлараççĕ. Анат Сурăмри пекарньăра 40 ытла тĕрлĕ çăкăр-булка пĕçереççĕ. Пулă цехĕ те ассортиментпа пуян.
Пирĕн продукци экологи тĕлĕшĕнчен чăнах та паха, тутлă. Çимĕçсене нимĕнле консервант та, химикат та, нимĕнле хутăш та ямастпăр. Тавар туянакансене хамăр лавккасенче хапăл туса кĕтетпĕр.
Хамăрăн тавар туянакансен йышне упраса хăварас тесе лавккасене пахалăхлă çимĕçпе тивĕçтеретпĕр, ассортимента ÿстерсе пыратпăр, хаксене те тивĕçлĕ шайра тытса тăма тăрăшатпăр. Магазинсенче кашни уйăхрах акцисем ирттеретпĕр, сăмахран, «Канаш райповĕнчи телейлĕ кунсем».
Паян суту-илÿре тĕлĕнмелле пысăк конкуренци. Çакă пире тимлĕрех пулма, хавхаланса, пĕтĕм вăя хурса ĕçлеме хистет. Эпир çапла тума тăрăшатпăр та, — тет Канаш райпо канашĕн председателĕ Валентина Козлова.
Лавккара çĕнĕ уйрăм уçнипе пĕрлех кунта дегустаци те иртрĕ. Хăйне евĕрлĕ пĕчĕк уява килнĕ çынсем çимĕçсене вырăнта тутанса пăхса хак пама пултарчĕç.
— Эпĕ Шăхасанта пурăнатăп. Чăвашпотребсоюзăн общество апатланăвĕн системинче 40 çул ĕçлерĕм. Çавăнпа та райпо лавккинче çĕнĕ уйрăм уçăлнине пĕлсен хаваслансах килтĕм.
Сутуçисем питĕ лайăхскерсем, тарават, тавар туянакансемпе ăш пиллĕн калаçаççĕ. Хамăр тăрăхра кăларакан таварсене хамăр патрах сутни питĕ лайăх.
Эпĕ Барамышниковăпа пĕрле нумай çул аслă повар пулса ĕçлерĕм. Шăхасанти столовăйĕнче ĕçлеме те тÿр килчĕ.
Эпĕ повар маçтăр, çакăн пек профессипе райпора эпир иккĕн кăначчĕ. Мускавра виçĕ уйăх хушшинче Канаш райповĕн чысне хÿтĕлерĕмĕр. Пире ăçта янă, эпир çавăнта кайнă: хамăр ăсталăха кăтартнă, çынсен опытне илнĕ.
Райпо системинче вăй хуракансене пурне те пирĕн пек нумай çул ĕçлеме сунатăп. Магазина килекенсем тав тумасăр тухса ан кайччăр. Вĕсем ырă сунни сутуçăшăн пысăк чыс тунипе танах. Потребкоопераци малашне вăй илсе аталанса пытăр. Ку система ялта тĕпленсе пурăнакансене уйрăмах кирлĕ. Лавкка вăл паян суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, çынсене тĕл пулса калаçмалли вырăн та, — терĕ калаçăва хутшăннă Валентина Петровна Урванцева ĕç ветеранĕ.
Людмила ШУРЕКОВА
Сăн ÿкерчĕксем авторăн